06 марта 2015 г.
Уяв- уявах. Çак кун камран та пулин парне илесси пиртен тухнă йăла мар. Çавах та, арçынсем Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе хăйсен çывăх çыннисене мĕнлерех парнесем сĕнеççĕ-ха е хĕрарăмсемпе хĕрсем еплерех парне кĕтеççĕ?
Кĕтерук аппа, Кивĕ Чукал ялĕ:
- Ватăлатăп пулĕ çав. Кинемее мĕн кирлĕ? Уяв кунĕнче хĕрсемпе кĕрỹсем, мăнуксем килессе кĕтетĕп. Тутлă кукăль вара сивĕнсе ĕлкĕреймĕ.
Мария, Карапай Шăмăршă, 17 çулта:
- Çак кун чун савни пĕрремĕш хут хыттăн ыталаса чуп тăвасса кĕтетĕп.
Микулай, Анат Чаткас:
- Манăн хамăн уяв парни - вăл вăрттăнлăхра юлтăр. Кашни çулах вăл - кĕтменлĕх.
Катерина, Хайпăла:
- Паллах, хĕлле чĕрĕ чечексем тупма йывăр. Хаклă çыннăм искусствăллă майпа хатĕрленисене сĕнсен те вĕсене йышăнма хатĕр - уяв парни вĕт.