06 марта 2015 г.
Çуркунне çитсен утарçăсемшĕн хĕрỹ ĕç вăхăчĕ пуçланать. Пуриншĕн те паллă ĕнтĕ, çуркунне вĕлле хурчĕсене иртерех вĕçтерме тăрăшмалла, мĕншĕн тесен хĕлĕпе апат çинĕ май вĕсен пыршинче апат каяшĕ пуçтарăннă. Пĕрремĕш вĕçев çав тери пысăк вырăн йышăнать, хурт-хăмăр усракансен сезонĕ пуçланнине пĕлтерет. Кĕркунне хурт-хăмăр сезонĕ юлашки вĕçевпе вĕçленет. Çак тапхăрта пĕрремĕш вĕçеврен пуçласа юлашки вĕçев хушшинчи утарçă мĕнле ĕçлесе пырать, çавăн пек тупăш илет. Пур технологи те лайăх, енчен те хурт-хăмăр сезонĕнче пирĕн çутçанталăк условисенче кашни хĕл каçнă вĕллерен нумайрах продукци илсен: пыл, унсăр пуçне пыльца, прополис, перга, ама сĕчĕ. Çу кунĕсем хăвăрт иртсе кайнă пирки, утарçăн хăйĕн ĕçĕсене питĕ пĕлсе йĕркелеме тăрăшмалла, тĕплĕ туса пымалла. Иртнĕ çулхи кĕркуннене илсен, нумай хурт-хăмăр усракансем пыл вăхăчĕ иртнĕ хыççăн, вĕлле хурчĕсене хĕл каçарма хатĕрленĕ вăхăтра, вĕлле хурчĕсем хăйсем пурăннă вĕллесенчен тухса кайнине кала пуçларĕç. Кун пек япала 10 çул каярах пуçланма пикеннĕ, халĕ пирĕн пата çитрĕ. Çавăнпа та хальхи вăхăтра, çутçанталăк улшăнса пынă май, экологи начарланнине пула тата тĕрлĕрен чир- чĕрсем хутшăнса пынипе уйрăмах тимлĕ пулмалла, хурт-хăмăр енĕпе специалистсене итлесе, вĕсем хушнине туса пымалла. Кун пек коллапс уйрăмах хăш утарсенче вĕлле хурчĕсем ытларах чирлеççĕ, çав хуçалăхсенче пулаççĕ. Утарçăсемпе эпир яланах тачă çыхăну тытса вĕсене чир-чĕрсемпе тĕрĕс кĕрешме вĕрентсе пыма тăрăшатпăр. Паянхи кун пирĕн патра кăна мар, ытти юнашар регионсенче те çакăн пек тĕслĕхсем пур. Çавна шута илсе пирĕн тата тачăрах пĕрле пуçтарăнса калаçмалла, пĕр-пĕрне итлесе, уйрăмах специалистсем каланине тĕпе хурса пурнăçласа пымалла. Çакна тĕпе хурса мартăн 11-мĕшĕнче 10 сехетре Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче (унчченхи СПТУ -7) хурт усракансен семинар-канашлу ирттерме, унта Мускаври Тимирязев академийĕнчен хурт-хăмăр енĕпе пысăк ученăйсене илсе килме палăртнă. Иртнĕ 2014 çулхи кăтартусене пăхсан кăнтăр районĕнче вырнаçнă утарсенче кăтартусем начарах пулмарĕç. Паллах, хир енче вырнаçнă утарсенче кăтартусем пĕчĕкрех. Вăрман енчи, çăкалăхсенчи утарсенче аван пыл пухса илнине кăтартса хăвармалла. Вĕсенче ларнă вĕллерен пĕрер фляга çăка пылĕ илме пултартăмăр. Юлашки вăхăтра хуçалăхсенче пушă, усă курман çĕрсем пур, вĕсене хурт-хăмăр усракансен пĕрле чăмăртанса нумай пыл паракан курăксем акса хăвармалла. Районта ун пек тĕслĕхсем пур, вăрлăхпа пулăшма пултаратпăр. Паянхи куна Патăрьел районĕнче хурт-хăмăр лавккинче фацели, донник, синяк, мордовник шароголовый вăрлăхсем çителĕклĕ. Эпир, Чăваш Республикинче пурăнкан утарçăсем, çĕршывра, тĕнче шайĕнче иртекен хурт-хăмăрçăсен канашлăвĕсене хутшăнма тăрăшатпăр. Çуркунне çитнĕ май вĕлле хурчĕсем хăйсен ларакан рамăсем çинчи апата çисе яраççĕ. Пĕрремĕш вĕçев тăвиччен хĕрринчи рамăсем çине куçаймаççĕ, çавна пула апатсăр выçă вилме пултараççĕ. Ун пек ан пултăр тесен, халĕ клуб вырнаçнă çĕре канди хурса тăмалла, вĕлле хурчĕсене пулăшмалла. Малтан кандие нозематпа е фумагилин препаратпа парсан аван. Кайран, пĕрремĕш вĕçев тунă хыççăн, пчелкăпа е пыльцапа парсан питĕ меллĕ.
Н.ПИРОЖКОВ,
Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.