12 марта 2015 г.
Ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Правительство çурчĕн пысăк залĕнче Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Унта, ĕç тăвакан органсен ертỹçисемсĕр пуçне, бизнес-пĕрлешỹ, банк сферин, вĕрентỹ тата обществăлла органсен представителĕсем хутшăннă. Ларун тĕп ыйтăвĕ _ Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн тата Финанс министерствисен республикăн 2014 экономикăпа социаллă аталанăвĕпе 2015 çулхи тĕллевĕсем. Кун йĕркинчи ыйтусемпе финанс министрĕ С.Енилина хушма доклад туса панă, республикăра ырă улшăнусем пулнине палăртса хăварнă. Вăл палăртнă тăрăх, Чăваш Енре тупăш шайĕ те ỹснĕ. Сăмах май, Раççей Федерацийĕн 29 субъектĕнче кăна (ку шута Чăваш Республики те кĕрет) бюджет инвестицийĕсене ỹстерме май килнĕ. Республика Праительстви экономика секторне аталантарас тĕлĕшпе те пысăк ĕç тунă. Çак тĕллевпе иртнĕ çул 9 миллиард та 322,9 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Ку енĕпе Чăваш Ен Раççейре пиллĕкмĕш, Атăлçи Федераци округĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Тепĕр пулăм: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2015 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн, "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята памалли вăхăта икĕ çул çурă таран кĕскетни. Çакă малашне республикăра вунă пин çынна çăмăллăх парĕ.