Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килех, ăшă Çуркунне

12 марта 2015 г.

Килех, ăшă Çуркунне

Шăмăршăри тĕп площаде мартăн 8-мĕшĕнче халăх йышлă пухăнчĕ. Хĕле ăсатма килнĕ район çыннисене хĕвеллĕ çанталăк та хавхалану кỹчĕ. Район уявĕ "Сывă пул, сивĕ Хĕл" театрализаци представленийĕпе уçăлчĕ. Культура керменĕ умĕнче иртнĕ çак мероприятире фольклор коллективĕсем илемлĕ юрă-ташăпа, сăвă-такмакпа савăнтарчĕç. Район пуçлăхĕ М.Хамдеев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев Хĕле ăсатма пухăннă çынсене çак уяв тата Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Концертпа пĕрлех, уявра спорт ăмăртăвĕсемпе вăйăсем тата аттракционсем те пулчĕç. Вĕсене уява килнисем хаваспах хутшăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсем приз илчĕç. Кăмăл тăвакансем уявра тутлă шашлăкпа, техемлĕ чейпе, вĕри икерчĕпе сăйланчĕç. Уяв хаваслă иртрĕ. Район çыннисем сивĕ Хĕле ăсатса ярса ăшă Çуркуннене кăмăллăн кĕтсе илчĕç.

А.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика