12 марта 2015 г.
Ытларикун район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев хăйĕн çумĕсемпе, администрацин структура пайĕсен, организацисемпе учрежденисен ертỹçисемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ, унта, яланхи пекех, кулленхи çивĕч ыйтусене пăхса тухнă, сỹтсе явнă. Канашлун уйрăм теми хальхинче _ налуксем тỹлесси тата пухасси, газпа электричествăшăн, ăшăшăн парăмсене вăхăтра татасси. Çак ĕçсене район администрацийĕн экономикăпа финанс пайĕсен кулленхи тимлĕхре тытмалла. Канашлури тепĕр çивĕч ыйту - çуртсемпе хуралтăсен тăррисене юртан, çынсене сиен кỹме пултаракан пăра, çулсене вăхăтра юртан тасатасси. Ку ĕçсем мĕнле пынипе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Никифоров паллаштарнă. Ыйтăва çивĕчлетсе В.Фадеев çакна палăртнă: çỹп-çапран вăхăтра тасалассине те манăçа хăвармалла мар. Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ хăш-пĕр вырăнсене çурхи тапхăрта шыв илес хăрушлăхран маларах сыхă тăмалли пирки те чарăнса тăнă. Шыв-шур вăхăтĕнче, тен, хăш-пĕр çулсем çинче тĕрлĕ йывăр транспорт çỹрессине чакарма е чарма та тивĕ. Çитес кунсенче тата тепĕр пулăм та асра юлĕ - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа çитмĕл çул ятпа юбилей медалĕсемпе чыслĕç.