Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуракине хатĕр-и?

12 марта 2015 г.

Çуракине хатĕр-и?

Çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленес ыйтупа Палтиел ял тăрăхĕн территорийĕнче ятарлă семинар-канашлу пулса иртнĕ. Унта хутшăннисем "Мир" тата "Искра" хуçалăхсене çитсе курнă, техникăна ĕççине мĕнле хатĕрленипе, вăрлăхсем хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе, ялсене тирпей-илем кĕртес ĕçсемпе паллашнă. Асăннă хуçалăхсенче çуракине хатĕрпе пĕрех темелле - техникăна юсас ĕçсем пыраççĕ. Тĕрĕссипе, тракторсемпе кăкарса ĕçлемелли ял хуçалăх техникине кĕркуннех 90 процент юсаса хăварнă - вак-тĕвек юлашки ĕçсем çеç юлнă. Вăрлăхсем тĕлĕшпе те чăрмавсем пулмалла мар. Минераллă удобренисемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсен ыйтăвĕсем те кулленхи тимлĕхре. Семинар-канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев пĕтĕмлетнĕ, умра тăракан тĕллевсене палăртнă. 

В.МАТВЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика