12 марта 2015 г.
Республикăра çуркунне çулсем сиенленесрен сыхланас тĕллевпе вĕсене 1 уйăхлăха йывăр транспортшăн хупасси йăлана кĕнĕ. Кăçал та çак йĕркерен пăрăнмаççĕ. ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен регион тата муниципалитетсен шайĕнчи автоçулсем çинче йывăр транспортшăн вăхăтлăх чару палăртаççĕ. Транспорт хатĕрĕ грузпа-и, грузсăр-и - пĕлтерĕшлĕ мар, чару пурне те пырса тивет. Çапах çĕршывсен хушшинчи груз турттарассишĕн, пассажирсене илсе çỹрекен автобуссемшĕн чăрмав пулмĕ. Çавăн пекех апат-çимĕç, выльăх апачĕ, эмелсем, топливо, вăрлăх, удобрени турттаракан транспорта та çỹреме чармаççĕ. Паллах, çул-йĕр тума, юсама явăçтаракан техникăшăн та чару пулмĕ.