12 марта 2015 г.
Хĕвел çỹлерех те çỹлерех хăпарнă, çанталăк ăшăтнă май хресчен çанăсене тавăрать - çуракиччен вăхăт нумаях та юлмарĕ вĕт. Çакна район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертỹçи В.Алексеев та лайăх ăнланать. - Кăçал çуркунне ытти çулхисенчен маларах килмелле теççĕ. Кама ĕненмелле, кама çук - курăпăр. Анчах та çуракиччен пирĕн питех хăрамаллах мар пек.
- Сăмах - сăмахпа. Владимир Витальевич, çĕр ĕçченĕсен кăçал та сахал мар тар кăларма тивет пулĕ?
- Чăтăмлăхпа тỹсĕм сунас килет вĕсене - тар тăкни пысăк тухăçпа таврăнтăр. Районти хуçалăхсенче акăнакан çĕрсем кăçал 19256 гектар пулмалла. Çакă иртнĕ çулсенчен ытларах. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 11487 гектар пулĕç. Çĕр улми лаптăкĕ те ỹсмелле - 1400 гектара çитмелле. Çавăн пекех пахчаçимĕçсене 123 гектар акса-лартса, техникăллă культурăсене 200 гектартан кая мар акса хăварас тетпĕр.
- Владимир Витальевич, витесем пушă ан пулччăр тесен, выльăх апачĕ те самаях кирлĕ вĕт.
- Шута илнĕ çакна. Выльăх апачĕлĕх культурăсем 6128 гектар е акăнакан çĕрсен 32 проценчĕ чухлĕ йышăнĕç. Кунсăр пуçне нумай çул ỹсекен курăксем те пур, выльăхсене калча çине кăларма та май пулĕ.
- Калча тенĕрен, кăçал кĕрхи тулăпа ыраш мĕнлерех хĕл каçрĕç-ши?
- Малтанласа тĕрĕслесе пăхнă тăрăх - начар мар. Ман шутпа, вĕсене çĕнĕрен акма е çĕнетме тивмĕ. Çурхи культурăсем те пысăк лаптăк - сакăр пин ытла гектар йышăнĕç.
- Пысăк тухăç никĕсĕ - паха вăрлăх теççĕ...
- Ахальтен каламан çакна. Паянхи куна илес пулсан, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене 2164 тонна пур. Кирлинчен ытларах та. Вăрлăхсен 84 проценчĕ - кондицие ларнисем. Хуçалăхсенче вăрлăхсене çĕнетес тĕлĕшпе те ĕçлеççĕ. Хальлĕхе 53 тонна элита вăрлăхсем туяннă. Ку тĕлĕшпе "Исток" ООО, "Юнкеров А.А.", "Павлов В.Н." хресчен (фермер) хуçалăхĕсене ырăпа палăртса хăвармалла. "Восход", "Искра", "Колос", "Исток" хуçалăхсенче вăрлăхсем 100 проценчĕпех кондицие ларнă. Хăш-пĕр çĕрте вара ку тĕлĕшпе ĕçлемелли пур-ха.
- Нумайранпа тислĕк курман çĕрсене, паллах, минерал удобренийĕсем те кирлĕ.
- Вĕсемсĕр май çук. Хальлĕхе вĕсене 134 тонна кỹрсе килнĕ, пурĕ вара 661 тонна кирлĕ. Калчасене апатлантарма кăна 100 тоннăран кая мар аммиак селитри кайĕ. "Çĕр çăкăрĕ" янтăлас тĕлĕшпе "Исток", "Колос" хуçалăхсем, "Макаров Г.Н." тата "Алексеев М.Ф." хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пуçаруллă.
- Ял хуçалăх техникине илес пулсан?
- Ку тĕлĕшпе те чăрмавсем пулмĕç тесе шутлатăп - тракторсемпе кăкарса ĕçлемелли агрегатсем хире тухма хатĕрпе пĕрех темелле. Кашни хуçалăхрах юсавçăсен ушкăнĕсем ĕçлеççĕ. Шел те, хальхи саманара вăр-вар çĕнĕ техника туянаймăн - пур пеккипе перекетлĕн усă курма тивет. Уйрăм хуçалăхсенче агрегатсене реконструкцилес тĕлĕшпе тăрăшакан ăстасем те пур.
- Хире тухас умĕн лашана та шăвараççĕ. Владимир Витальевич, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе лару-тăру мĕнлерех-ши?
- Çурхи ака-суха ĕçĕсен вăхăтĕнче тракторсемпе автомашинăсен бакĕсем пушă пулмасси иккĕлентермест. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем 210 тоннăран кая мар кирлĕ. Халĕ хуçалăхсем вĕсене тĕрлĕ çĕртен турттараççĕ.
- Çур акине кăçал та вăхăтлă, ăнăçлă вĕçлес шанăç пур апла, Владимир Витальевич?
- Шăмăршăсем халĕччен маххă пани пулманччĕ-ха.
В.МИХАЙЛОВ калаçнă.