12 марта 2015 г.
ЧР Вĕренỹ тата ЧР Ялхуçалăх министерствисем, ялхуçалăх академийĕ тата "Çамрăксен технологийĕсем" пĕрлешỹ пулăшнипе республикăра пирвайхи хут хресчен олимпиади иртет. Олимпиадăна 7-11-мĕш классенче вĕренекенсен хушшинче йĕркелĕç. Йĕркелỹçĕсем палăртнă тăрăх - ăмăртăва виçĕ çынран тăракан ушкăнпа тата пĕчченшерĕн те хутшăнма юрать. Ăна çамрăк ăрăва ялхуçалăх отраслĕпе кăсăклантарас тĕлĕшпе ирттереççĕ. Олимпиадăна икĕ тапхăрпа йĕркелеççĕ: теори тата практика пайĕсем. Ыйтусене ялхуçалăхĕнче ĕçлекен ертỹçĕ специалистсем хатĕрлеççĕ: выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тата тĕрлĕ культура çитĕнтерес тĕлĕшпе пулĕç. Хуравсем валли икĕ сехет уйăраççĕ. Пултарулăх пайĕнче вĕренекен пĕр-пĕр пулăма сăнласа кăтартассине, тарăн шухăшлассине тĕпе хурĕç. Ĕçсене балпа хаклĕç. Пĕтĕмлетĕве пĕр эрне хушшинче жюри палăртать. Мала тухнă ушкăнсене, олимпиадăна пĕччен хутшăннă вĕренекенсене дипломпа, укçа-тенкĕпе хавхалантарĕç. Пĕрремĕш вырăна тухнă ушкăна - 25 пин, иккĕмĕшне - 15, виççĕмĕшне 12 пин тенкĕ тивĕçĕ. Пĕччен хутшăннă вĕренекенсене те çавăн пекех хаклĕç. 4-10 -мĕш вырăнсене йышăннă вĕренекенсене кроссовки туянма сертификат парĕç. Çĕнтерỹçĕ-вĕренекенсен ертỹçисене те парнесĕр хăвармĕç. Заявкăсене мартăн 24-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Олимпиада Куславкка районĕнче апрелĕн 5-мĕшĕнче иртет.