Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăласшăн мар-ха чун

12 марта 2015 г.

Ватăласшăн мар-ха чун

Иртет иккен вăхăт, иртет... Камшăн-тăр Мендельсон маршĕ хальтерех кăна янăранă пек. Теприсем вара, вуншар çул каялла çемье çавăрнисем, такмак каласа ташланине, хуткупăс халь-халь çурăлса каясла хаш-хаш тунине паянхи кун та манаймаççĕ. Çулсем хыçа юлни - хăйех пурнăç. Акă, çак кунсенче Карапай Шăмăршăри Геннадий Пантелеймоновичпа Валентина Васильевна çемье лавне пĕрле туртма пуçланăранпа шăпах 50 çул çитрĕ - ылтăн туй. Мăшăр - ялти хисеплĕ çынсем: Чăваш АССР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ, халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. Хайпăлара пурăнакан Владимир Алексеевичпа Лидия Васильевна Красновсем те çур ĕмĕр каяллах çемье çавăрнă. Темĕн те пулнă пулĕ çак хушăра - анчах мăшăр килте хушăран чашăк-тирĕк шăкăртатнине пăхман, паянхи кун та пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе пурăнаççĕ. - Ачасемшĕн, мăнуксемшĕн ырă тĕслĕх пуласчĕ, - теççĕ Красновсем. Кĕмĕл туй та - пурнăçра паллă пулăм. Çак самант ку кунсенче Асанкассинчи Инголовсен çитрĕ. Халĕ кăна пĕрлешнĕччĕ пек те - хыçра çирĕм пилĕк çул. Лев Митрофановичпа Альбина Валерьяновна хăйсен шăпине ĕмĕрлĕхе пĕрлештернĕшĕн пачах та ỹкĕнмеççĕ. Пĕр-пĕрне юратсан, ăнлансан, пурнăç та ăнса пырать, малаллах туртать. Эппин, малашне те çаплах пултăрччĕ. Телей çумне телей хушăннине мĕн çиттĕр? Вунă çул пĕрле пурăнни, тен, камшăн нумаях та мар пулĕ. Çавах та ку - вăхăт тĕрĕслевĕ: çулсем иртнĕçемĕн çемье малалла та килĕштерсе пурăнать. Район администрацийĕн ЗАГС пайне нумайранпа пĕрле пурăнакансене Шăмăршăри Головинскийсене те чĕннĕ. Сергей Николаевичпа Лариса Олеговна та - телейлĕ çемье, кăтартуллă мăшăр. Хальлĕхе çамрăк-ха вĕсем, анчах пуласлăх - умра. Мăшăра телей сунмалли çеç юлать. Тăватă çемье - тăватă шăпа, кашнин хăйĕн кунçулĕ. Енчен те çумра шанчăклă та юратнă мăшăр пулсан, пурнăç йывăрлăхĕсене парăнтарма та çăмăлрах. Çакна çур ĕмĕр пĕрле кун кунлакан Елисеевсемпе Красновсем те палăртрĕç. Юбилярсене саламлама Шупашкартан Чăваш Республикин Юстици министерствин çумĕ-ЗАГС пайĕн ертỹçи А.Вязов та килсе çитнĕ. Çавăн пекех, район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ В.Никифоров саламласа каланă ăшă сăмахсем те уява килнисен чунне ăшăтрĕç. Чи пахи - тăвансен саламĕсем, чечек çыххисем...

В.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика