Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыратсан та, чăтнă, ĕçленĕ чунтан

12 марта 2015 г.

Çак статья авторĕ - Виçпỹрт Шăмăршăра пурăнакан Илья Михайлович Петров - çывăх кунсенче 85 çул тултарать. Илья Михайлович - вăрçă ачи, Аслă Çĕнтерĕве тылра туптама хутшăннă ĕç ветеранĕ. Унăн асаилĕвĕсене вуласа тухрăм та, хумханнипе куçăм шывланчĕ. Паянхи номерте эпир Илья Петровăн асаилĕвĕсен пĕр пайне пичетлетпĕр. Пытармастăп, çырăва хаçатра çутă кăтартма хатĕрленĕ чух хам лайăх палланă çынсем - фронтовиксем куç умне тухса тăчĕç, "Кунта - чăн тĕрĕсси, кун пирки паянхи çамрăксен пĕлмеллех!" - тесе каланăн туйăнчĕ...

И.САЛАНДАЕВ,

РФ Журналистсен союзĕн членĕ.

 ВĂРÇĂ... Мĕн чухлĕ хĕн-асап, хурлăх куççулĕ тиесе килмерĕ-ши вăл хăйпе пĕрле? Яла кашни эрнерех фронтран хуйхă çырăвĕсем килетчĕç. Кашни кунах аннесем ирсĕр фашистсене ылханатчĕç, фронтри салтаксене шеллесе куççуль юхтаратчĕç. Фронтран аманса таврăнакан салтаксем пирĕншĕн чăн-чăн паттăр пек туйăннă. Ача-пăча вĕсем хыççăн çỹретчĕ, вăрçă çинчен каласа пама тархаслаттăмăр. "Тăшмана пурпĕрех çĕнтеретпĕр!" - тетчĕç вĕсем халăха лăплантарса. Çак сăмахсем пирĕн чĕресене çутă шанăçпа хавхалану кĕртетчĕç. Выçăллă-тутăллă пурăнаттăмăр пулин те, колхоз ĕçне кар тăрса хутшăнаттăмăр, ача-пăча та аслисенчен юлас темен. 1942 çулта яла Александр Афанасьевич Смирнов сулахай алăсăр таврăнчĕ. Килĕнче икĕ-виçĕ кун та лармарĕ Санька тете, ĕне фермин заведующийĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Ĕнесене çитерме утă-улăм çав тери сахал пулнă пулин те, выльăхсене вилме памарĕ. Вăрмантан лашапа йывăç турачĕ, хыр-чăрăш лăсси турттарнă, ĕнесем мĕнле пулсан та хĕл каçса ỹкчĕр тесе нушаланнă. Тутар енчи колхозсенчен улăм та илкеленĕ (фронтовик çынпа калаçма, ỹкĕтлеме пĕлетчĕ). Каярахпа Александр Афанасьевича кладовщика лартрĕç. Хисеплĕ ветеран 72 çул тултарсан çĕре кĕчĕ. Михаил Тихонович Власов Аслă вăрçă хирĕнчен контузипе таврăнчĕ. 1943 çулхи çуракинче пысăк хастарлăх кăтартса ĕçлерĕ. Контузие пула хăлхи илтместчĕ пулин те, акаçă ĕçне питĕ лайăх пурнăçлатчĕ. Вăл акса хăварнă хирсенче калча пĕр тикĕс те илемлĕ шăтса тухнăччĕ. Каярахпа ăна, комисси тухнă хыççăн, тепĕр хут фронта илчĕç. Вăрçăран Михаил Тихонович Çĕнтерỹ хыççăн таврăнчĕ. Çут тĕнчере 56 çул çеç пурăнайрĕ. Михаил Леонтьевич Левашкин вăрçăран 1941 çулхи кĕркунне, икĕ костыльпе таврăнчĕ. Сывалса пынă май костыльне пăрахса патакпа çỹреме тытăнчĕ. Михал тетене пĕрремĕш бригада бригадирĕ пулма шанчĕç. Михаил Левашкин çак ĕçре чылай çул вăй хучĕ, бригадăна мала кăларчĕ. 65 çула çитсен йывăр чире пула пурнăçран уйрăлса кайрĕ. 1943 çулхи декабрь уйăхĕнче яла Митрофан Сергеевич Кузьмин йывăр аманса килчĕ. Суранĕсене кăштах сипленĕ хыççăн аллине пуртă тытса платниксен бригадинче ĕçлерĕ. Каярахпа ăна бригадир пулма çирĕплетрĕç. Митрофан Сергеевич çав тери çирĕп çынччĕ: "чăваш юманĕ" пек патвар сывлăхпа 94 çула çитичченех пурăнчĕ. Клементий Иванович Мульдюков 1942 çулта фронтра йывăр аманнă. Ăна суранĕсене сиплеме килне янăччĕ. 1943 çулта каллех фронта илчĕç. Килне Аслă Çĕнтерỹ хыççăн наградăсемпе таврăнчĕ. Нумай çул хушши колхозра счетовод пулса ĕçлерĕ. Клементий Иванович 87 çула çитиччен пурăнчĕ. Никандр Сергеевич Кузьмин яла вăрçă пĕтсен таврăнчĕ. Мĕн ватăличченех колхозра тăрăшса ĕçлерĕ. Никандр тете 90 çул тултарсан çĕре кĕчĕ. Василий Хемитович Кузьмин вăрçăран урине йывăр амантса таврăнчĕ. Килне килсен, патакпа çỹрерĕ пулин те, кладовщикра ĕçлерĕ. 90 çултан иртичченех пурăнчĕ. Сали Саликович Юманов фронтран урине амантса килчĕ. Ял Советĕнче секретарь пулса ĕçлерĕ. Ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ: фронтри суранĕсем чĕрине хавшатнипе 54 çултах пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Ильяс Илендеевич Ухтияров, 1942 çулта фронтран йывăр аманса таврăннă хыççăн, мĕн ватăличченех тăван колхозра тỹрĕ кăмăлпа ĕçлерĕ. Арманта выльăхсем валли çăнăх авăртрĕ, каярахпа строительсен бригадинче тăрăшрĕ. Фронтовик 99 çула çитичченех пурăнчĕ. Андрей Владимирович Архипова 1942 çулта аллине амантнă хыççăн фронтран килне яраççĕ. Çуракинче тата вырмара тăрăшса ĕçлерĕ. Алли тỹрленсен тепĕр хут фронта тухса кайрĕ. Вăрçă хыççăн колхозра ĕçлерĕ, 58 çула çитсен чирлесе вилчĕ. Василий Платонович Кошкин фронтран 1944 çулхи кĕркунне йывăр аманса таврăнчĕ. Малтанласа икĕ костыльпе çỹретчĕ. Унтан, костыльне пăрахса, аллине патак тытрĕ. Çав тери хĕрỹ чĕреллĕ, колхозшăн çунакан çынччĕ. Ял-йыш ăна колхоз председательне суйласа питĕ тĕрĕс турĕ. Колхозниксене кашни ĕç кунĕ пуçне 1 килограмм та 200 грамм тырă валеçсе пачĕç. Пĕтĕм халăх савăнчĕ, тинех çăмăллăн сывласа ятăмăр. Мăян пашалăвĕ хыççăн таса тырă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăр çиме тытăнтăмăр. Ытти ялсенчи çынсем пире çав тери ăмсанатчĕç. ...Ирхине тул çутăлса та çитеймен-ха. Бригадир чỹречерен шаккаса пурне те ыраш ани патне пыма йыхравлать. Ана çине чупса çитрĕмĕр те, пирĕнпе Василий Платонович калаçма пуçларĕ. Ыраш калчисене шăнтас марччĕ тесе кăвайт чĕртме хушрĕ. Çапла кăвайтсем чĕртсе калчасене вăйлă сивĕ сиенлесрен çăлса хăвартăмăр. 1947 çулта вăйлă тыр-пул çитĕнтертĕмĕр. Колхоз правленийĕн йышăнăвĕпе ĕç кунĕ пуçне тăватшар килограмм тырă уйăрса пачĕç. Тăван çĕршывăн нумай наградин кавалерĕ Василий Платонович Кошкин 75 çула çитсен çĕре кĕчĕ, хăй çинчен халăхра ырă ят хăварчĕ.

И.Петров,

ĕç ветеранĕ.

Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика