Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ман кукка - капитан

12 марта 2015 г.

Ача чухне пăхмасăр калама вĕреннĕ сăвăри йĕркесемпе пуçлас килет хамăн сăмахăма. Калаçу кунта Ярăслав ялĕнче 1908 çулта вăтам хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ Федор Никонович Урмаев çинчен пырĕ. Ф.Урмаев - ман аннен кĕçĕн шăллĕ. Нумай ачаллă çемйере çурма тăлăх ỹснине пăхмасăр, Федор Никонович ырă кăмăллă та ăслă тăн-пуçлă тата питех те тарават çынччĕ. Лайăх астăватăп-ха: Ярăслава хăнана е курма килсен, пирĕн пата кĕмесĕр-чарăнмасăр нихăçан та кайман кукка. Яланах сумка тулли кучченеç-парне кăларса хуратчĕç сĕтел çине куккапа инке. Аттепе пĕрле кĕреке хушшинчи калаçу вара мĕн çĕрлечченех тăсăлатчĕ. Тем çинчен те çав тери интереслĕ те нумайлăха асра юлмалла ĕнентерỹллĕ каласа паратчĕ вăл хăй пурнăçĕнче пулса иртнĕ е курнă-илтнĕ историсем çинчен. Уйрăмах мăнаçланса та вăхăтран вăхăта сассине улăштарса хаяр вăрçă кунĕсене аса илетчĕ.

Ф.УРМАЕВĂН ачалăхĕ тăван Ярăславрах иртнĕ. Васан шкулĕ хыççăн вĕренĕве Шăмăршăра малалла тăснă. Ялта коллективизаци тапхăрĕ пуçлансан, комсомол ячейкисем йĕркелес ĕçе хастар хутшăнать Хĕветĕр. Çамрăк активистсем районти комсомол юхăмне аталантарас тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ. Хутпĕлменлĕхе пĕтерес, коллективизаци пĕлтерĕшĕ çинчен ялсенче агитаци тăвас ĕçсене анлăн сараççĕ. Çакă та кăсăклă: Федор Никонович Шăмăршăри шкулта ĕçленĕ çулсенче паллă Чăваш халăх писательне Илпек Микулайне вĕрентнĕ. Кун пирки акă мĕнле аса илет Илпек хăйĕн В.Бараев-Сĕркке поэта халалласа çырнă "Тимĕр" романĕнче: "Пĕррехинче темле спектакль лартмаллаччĕ. Хамăра вĕрентекен Урмаев Федор Никонович хăйне кура ăста ỹкерме пултаратчĕ. Астăватăп-ха, пĕррехинче вăл пире Микеланджело, Рафаэль, Леонардо да Винчи пирки кала-кала кăтартатрĕ. Унăн сăмахне эпир çăварсене карсах итлесе лартăмăр". Анчах та Ф.Урмаевăн ашшĕ вăтам хресчен пулнă май, ăна кулаксем шутне кĕртеççĕ. Часах ăна Улатăр тĕрмине ăсатаççĕ, мĕнпур пурлăхне туртса илеççĕ. Нимсĕр юлнă ывăлĕсен ирĕксĕрех кам ăçта пĕлет ялтан тухса кайма тивет. Хĕветĕрĕн аслă тетĕшĕ - Петĕр - Ярăславра тин çеç чăмăртаннă "Ĕç хĕлхемĕ" колхозăн председателĕ пулнă май, репрессирен хăтăлса юлать. Иванпа Алякка тата Хĕветĕр пĕртăвансем вара инкеке лекесрен хăранипе тĕнче тăрăх саланаççĕ. Шăпа Ф.Урмаева Казахстанри Семипалатинск хулине илсе çитерет. Каярахпа Хĕветĕр кунти педагогика училищине вĕренме кĕрет. 1931 çулта истори учителĕн дипломне илет. Çакăнтах вăл пĕрле вĕренкен студенткăпа - Ульяновск облаçĕнчи Сингелей районĕнчи Ялавăрти чăваш хĕрĕпе - Оля Урчалкинапа паллашса çемье çавăрать. 1932 çулхи апрель уйăхĕнче Ф.Урмаева Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Кунта вăл 1936 çулччен салтак тивĕçне пурнăçлать. Служба вĕçленсен, каллех Семипалатинск хулине таврăнса учитель ĕçне кỹленет. Çак çулсенче хĕрпе ывăл çуралса çемьене савăнăç парнелеççĕ. Каярахпа Клара хĕрĕ пĕр казаха качча тухса унтах тĕпленет. Гена ывăлĕ вара, вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕскер, Мускаври Бауман ячĕпе хисепленекен аслă техника училищинчен вĕренсе тухать, нумай çул хушши Шупашкарти наукăпа техника бюровĕнче ĕçлет. Тăван çĕршыв çине нимĕç фашисчĕсем тапăнса кĕрсен, Ф.Урмаев педагог бронь пулнине пăхмасăр, Семипалатинскран 1941 çулхи август уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе фронта тухса каять. Малтанласа вăл Хĕвелтухăç фрончĕн стрелоксен 30-мĕш Гварди дивизийĕн танксене хирĕç кĕрешекен 35-мĕш уйрăм дивизион батарейин комиссарĕ пулса Хĕрлĕ Çар салтакĕсене атака хыççăн атакăна çĕклет. 1942 çулхи декабрь уйăхĕнче Ржев-Сычевка чукун çул хĕрринчи нимĕçсен çар точкисене пĕтернĕ çĕре хутшăннă çапăçура Ф.Урмаев аслă лейтенант сылтăм чĕркуççине йывăр амантать. Гспитальтен сипленсе тухсан, каллех фронта каять. Çак çапăçура хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Федор Урмаева Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлаççĕ. 1944 çултан вара пĕрремĕш Украина фрончĕн Польша çарĕн йышĕнче Украина тата Польша çĕрĕсене нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă хаяр çапăçусене хутшăнать. Сăмах май каласан, Федор Никоновичăн Иван шăллĕ те, капитан пулнăскер, 1941 çултах Ленинграда хỹтĕлесе паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă. Тепĕр Алякка тетĕшĕ хыпарсăр çухални çинчен яла хыпар çитет. Çĕнтерĕве Ф.Урмаев Польша çĕрĕнче кĕтсе илет. 1945 çулхи июнь уйăхĕнче, Польша çарĕн капитанĕ званийĕпе тăван тăрăха таврăнса, юратнă мирлĕ ĕçе пуçăнать. Фронтри инвалида Патăрьелĕнчи педагогика училищин директорĕ пулма çирĕплетеççĕ. Кунта Федор Никонович директор тивĕçĕсене 1954 çулччен пурнăçлать. Çак тапхăрта Ф.Урмаевăн, вăрçă хыççăнхи йывăрлăхсене пăхмасăр, педучилищĕн пурлăхпа техника никĕсне аталантарас, çамрăк ăрăва воспитани парас, вĕренекенсене кирлĕ условисем туса парас енĕпе фронтринчен кая мар тỹсĕмлĕхпе чăтăмлăх, пĕлỹ-пултарулăх тата вăй-хал кăтартма тивет. Çав çулсенче унта вĕреннĕ Геннадий Айхи поэт хăйĕн пĕр асаилĕвĕнче ахаль мар-тăр Федор Никоновичпа Ольга Федоровна Урмаев педагогсем çинчен нумай ырă сăмахсемпе ăшшăн аса илнĕ йĕркесем пур. Çулсем иртнĕ май Ф.Урмаев Канаш районĕнчи Ачча ялĕнчи вăтам шкул директорĕнче, каярахпа мĕн пенсие тухичченех Шупашкарти вĕренỹпе канцеляри таварĕсене курттăммăн сутакан магазин директорĕнче ĕçленĕ. Вăл 1975 çулхи Çимĕк умĕн, йывăр чире пула, пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Сăмахăма вĕçленĕ май çакна çеç каласшăн, Федор Никонович Урмаев педагог хăйĕн пĕтĕм пурнăçне, вăй-халĕпе пĕлĕвне тата ăсталăхне тăван халăха çутта кăларас, пĕлỹ-воспитани парас ĕçе халалланă. Хаяр вăрçă çулĕсенче вара Çĕнтерĕве çывхартас тесе хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшнă. Çавăн пек чăн-чăн патриот пулнă вăл ман кукка - Ярăслав çынни.

П.ФОМИН,

Раççей Журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика