Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашлăхшăн, малашлăхшăн

12 марта 2015 г.

Иртнĕ эрне вĕçĕнче районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем Кивĕ Чукалти тулли мар вăтам шкула пуçтарăнчĕç. Уçă уроксен фестивалĕ иртрĕ кунта. Ăна Литература çулталăкне, чăваш поэзийĕн классикĕ К.В.Иванов 125 çул, ентеш çыравçăсем - Илпек Микулайĕ - 100 çул, Ç.Лашман - 120 çул, В.Бараев-Сĕркке 105 çул тултарнине, фашистла Германие çапса аркатнăранпа 70 çул çитнине халалларĕç. 5-9-классенче вĕрентекенсем тĕрлĕ темăпа урок ирттерчĕç: "Вутра çырнă çырусем" (В.Бараев-Сĕркке поэтăн пултарулăхĕ тăрăх) - Г.В.Кузьмина (Карапай Шăмăршă), "К.В.Иванов - ирĕклĕхпе ырă вăйсен йыхравçи" (Г.В.Уськина, Пăчăрлă Пашьел), "К.В.Иванов пултарулăхĕнчи çут çанталăк сăнарĕ" (А.С.Яковлева, Шăмăршă), "Илпек Микулайĕ: "Юлташ тăпри" Астăвăм" (çак йĕркесен авторĕ). Компьютер технологийĕ, кластер, синквейн, иккĕллĕ тата виççĕллĕ дневниксем, литературăна истори, тăван ен культури, вырăс чĕлхипе литератури, живопись, музыка, технологи предмечĕсемпе çыхăнтарни уроксен витĕмлĕхне, пахалăхне ỹстерчĕç, ачасен активлăхне уçă варкăш кĕртрĕç. Тĕрлĕ шкулсенчен килнĕ хăнасем умĕнче кивчукалсем К.В.Иванов юбиляр-сăвăçа халалланă литература композицийĕпе хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Çавăн пекех шкулти "Мехел" драма кружокĕн членĕсем сцена çине Юхма Мишшин "Шăна кăмпи" юмах пьесипе тухрĕç, куракансене хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Сăмах май, "Мехел" - районти "Юмах çăл куçĕ" ача-пăча фестивалĕн çĕнтерỹçи, республикăри "Юмах çăл куçĕ" ача-пăча фестивалĕн "Куракан кăмăллать" номинаци çĕнтерỹçи. Кружок ертỹçинчен, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен В.П.Малеевăран, чăннипех те паха опыт илчĕç ĕçтешсем. Шкулти краеведени музейĕпе те паллашрĕç чĕлхеçĕсем. Ун ертỹçи А.И.Малеева (хăй вăхăтĕнче математика, тăван ен культури вĕрентнĕ), тивĕçлĕ канура пулин те, ял халăхĕшĕн вышкайсăр ĕç тунă, тăвать те. Пуçаруллăскер, ларма-тăма пĕлменскер, Анжелина Ивановна геральдика литературине тишкерсе Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн гербне, ялавне ăсталаса хатĕрлес ĕçе хускатнă. Халĕ Чукал тăрăхĕн хăйĕн символики пур. А.И.Малеевăн ырă пуçарăвĕ - пуриншĕн те çутă тĕслĕх. Пĕр-пĕринчен вĕренмелли нумай пулчĕ. Çĕнĕ идейăсен фестивалĕ кашни вĕрентекеншĕн, кашни ачашăн асра юлмалла иртрĕ. Ĕçлĕ уяв йĕркелỹçисене - чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене Вера Петровна Малеевăна, музей директорне Анжелина Ивановна Малеевăна, шкул администрацине, поварсене чун-чĕререн тав тăвас килет. Ĕçтешĕмсемпе - чăвашлăх управçисемпе вара савăнмалăх та мухтанмалăх та пур.

З. СВЕКЛОВА,

Палтиел вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика