12 марта 2015 г.
Чăваш Республикин Наци библиотеки " Литературăллă Чăваш Ен: чи юратса вуланă кĕнеке - 2013" конкурс ирттересси пирки пĕлтерчĕ. Çак конкурса хутшăнма 2013 çулта пичетленнĕ илемлĕ литература изданийĕсене тăратнă. Республика конкурсĕ 2015 çулхи февраль - апрель уйăхĕсенче иртет. Унăн тĕп тĕллевĕсем: вулакансен, уйрăмах çамрăксен кĕнеке вулас интересне ỹстересси, обществăн тавра курăмне, творчество активлăхне çỹллĕрех шая çĕклесси, библиотекăсенче кăсăклă мероприятисем йĕркелесе вулакансен шутне пысăклатасси, чи юратса вулакан кĕнекесен авторĕсене тупса палăртасси. Конкурс пынă тапхăрта библиотекăсенче вулав конференцийĕсем, викторинăсем, кĕнекесен авторĕсемпе тĕл пулусем иртеççĕ. Районти ялсен библиотекисенче конкурса тăратнă кĕнекесен выставкине тирпейлĕ те илемлĕ туса хатĕрленĕ. Вĕсене кĕнеке тусĕсем, вăл е ку авторăн произведенийĕсене килĕштерекенсем халĕ те хапăл тусах вулаççĕ. Çĕнĕ изданисен куравĕсенче çавăн пекех ытти авторсен кĕнекисем те пур. Конкурс çак номинацисем тăрăх иртет: - чăваш писателĕн чи юратса вулакан кĕнеки; - вырăс писателĕн чи юратса вулакан кĕнеки; - чăваш писателĕн чи юратса вулакан ача-пăча кĕнеки; - вырăс писателĕн чи юратса вулакан ача-пăча кĕнеки; - чи юратса вулакан произведенисен пуххи (сборник); - кĕнекене халăх хушшинче сарма пулăшакан чи интереслĕ мероприяти; - конкурса чи лайăх йĕркелекен библиотека; - чи нумай вулакан. 2013 çулта пичетленнĕ, конкурса тăратнă кĕнекесене кăçалхи апрельччен мĕн чухлĕ илсе вуланине шута илнĕ, тивĕçлĕ альбом туса хатĕрленĕ хыççăн ялсенчи библиотекарьсем материалсене районти "Библиотекăсен пĕрлештернĕ системи" бюджет учрежденине тăратаççĕ, унтан вара пĕтĕмлетỹ хучĕсене республикăри Наци библиотекине ярса параççĕ. Конкурс кăтартăвĕсене Наци библиотекинче жюри апрель уйăхĕнче пĕтĕмлетет, çĕнтерỹçĕсене палăртать. Конкурс малалла пырать. Библиотекăсенчи "Литературăллă Чăваш Ен: çулталăкри кĕнеке - 2013" курав хăйĕн вулаканĕсене кĕтет. Вулакансене çавăн пекех çак конкурс шайĕнче йĕркелекен ыйтăма хутшăнма, анкетăри ыйтусене хуравлама сĕнетпĕр.
И.МОРОЗОВА,
районти пĕрлештернĕ библиотекăсен системин методисчĕ.