12 марта 2015 г.

Йĕрке хуралĕнчи сотрудникăн ĕçĕ çăмăлах мар. Унăн ĕç кунĕ миçе сехет тăсăлнине никам та татса калаймасть. Служба тивĕçне пурнăçланă хыççăн киле сĕм-çĕрле таврăннă тĕслĕхсем тăтăшах пулаççĕ. Дежурство вăхăтĕнче вара талăкĕпех службăра пулмалла, нумай чухне канмалли кунсенче те. Уйрăмах уявсем вăхăтĕнче право хуралĕнче чылай тăма тивет. Çакнашкал ĕç йĕркипе пурăнма, паллах, пысăк чăтăмлăх кирлĕ. Çĕнĕ Тăрăнти Г.Андреев йĕрке хуралне тăнăранпа кăçал кĕркунне 30(!) çул çитет. 1985 çулхи ноябрьте салтакран аслă сержант званийĕпе таврăнсан тăхăннă та вăл милиционер формине, паянхи кунчченех службăра тăрать. Георгий Алексеевичăн малтанхи должноçĕ - районти шалти ĕçсен пайĕнчи оперативлă дежурнăй помощникĕ. 1993-2006 çулсенче вăл ГАИ инспекторĕ пулнă. 2006 çултан пуçласа паянхи кунчченех полицин районти уйрăмĕнче водительте тăрăшать. - Георгий Алекссевич - опытлă водитель, хăйĕн тивĕçне яланах кирлĕ пек пурнăçласа пырать, - каласа парать полицин районти уйрăмĕн начальникĕ С.Агеев. - Унăн УАЗ-469 автомашини талăкăн хуть хăш сехетĕнче те çула тухма хатĕр. Оперативлă ушкăна преступлени пулнă вырăна кашнийĕнчех кĕске вăхăтрах илсе çитерет вăл. "Вĕри йĕр" тăрăх кайса вăл е ку преступление çийĕнчех уçса панинче, паллах, пултаруллă водителĕн тỹпи те пур. Техника паркĕнчи ытти автомашинăсен юсавлăхĕшĕн те тăрăшать. Г.Андреев водитель полици уйрăмĕн начальникĕпе пĕрле служба ĕçĕсемпе Пермь, Хусан, Мускав, Чулхула, Екатеринбург хулисем таранах çитнĕ. Унăн çăмăл автомашини вăрăм рейссенче чăхăмланă тĕслĕхсем пулман. Пархатарлă ĕçшĕн полици прапорщикне виççĕмĕш, иккĕмĕш, пĕрремĕш степень "Службăра палăрнăшăн" медальпе, "Милици отличникĕ" паллăпа, "Салтак паттăрлăхĕшĕн" тата Жуков медалĕсемпе наградăланă. Мăшăрĕпе пĕрле, район больницин ача-пăча уйрăмĕнче чылай çул медсестрара вăй хуракан Альбина Витальевнăпа, икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Асли, Татьяна, полицин "Батыревский" пайĕнче ĕçлет. Кĕçĕнни, Екатерина, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта 11 класра пĕлỹ пухать, кăçал аслă шкула вĕренме кĕме ĕмĕтленет. Таня çемьеллĕ ĕнтĕ, икĕ ача амăшĕ. -Ульянăпа Тимофей пире тулли савăнăç кỹрсе тăраççĕ, - тет çак кунсенче хăйĕн 50 çулхи юбилейне уявласа ирттернĕ Георгий Алексеевич. - Пурнăç илемне, унăн пĕлтерĕшне эпир ачасенче тата мăнуксенче куратпăр.
И.АНАНЬЕВ.