Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршăсем - çĕнтерỹçĕсем

12 марта 2015 г.

Шăмăршăсем - çĕнтерỹçĕсем

Карапай Шăмăршăра Владимир Кузьмина асăнса хоккей турнирне йĕркелесси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Нумаях пулмасть иртнĕ ăмăртура Карапай Шăмăршăри, Шăмăршăри тата Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнчи вăтам шкулсенче вĕренекенсен командисем вăй виçрĕç. Çак вăйăсем, тỹрех каламалла, куракансемшĕн те интереслĕ иртрĕç. Хĕрỹ ăмăртура, пуринчен те ытларах очко пухса, Шăмăршă шкулĕн команди пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Аслă Арапуçĕнчи тата Карапай Шăмăршăри шкулсен командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Турнира хутшăннă командăсем Грамотăпа приза тивĕçрĕç. Асăну турнирне ирттерме спонсор пулăшăвĕ панăшăн предпринимательсене - Шăмăршăри С.А.Галкина тата Карапай Шăмăршăри А.А.Степанова чĕререн тав тăватпăр. Çавăн пекех хоккеистсен турнирне йĕркелеме пулăшнăшăн Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн администрацине те тав сăмахĕсем калатпăр.

В.АНТОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика