12 марта 2015 г.

Кивĕ Шăмăршăра тĕрлĕ уявсем йĕркелесси, спорт ăмăртăвĕсем ирттересси - йăлана кĕнĕ ырă пулăм. Мартăн 8-мĕшĕнче акă Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунне халалласа йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Мероприятие уçса, Васан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Ильин пурне те спорт уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, ялта йĕлтĕр спорчĕ вăй илсе пынине палăртрĕ. Тĕрлĕ мероприятисем сывă пурнăç йĕркисене çирĕплетессинче пысăк пулăшу панине та асăнчĕ Юрий Валерьевич. Пĕрлех уява килнĕ хĕрсемпе хĕрарăмсене Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, пурнăçра ăнăçу сунчĕ. Ăмăртăва тĕрлĕ ỹсĕм ушкăнĕсем тăрăх йĕркелерĕç. Малтанах старта 1-4 классенче вĕренекенсем тăчĕç. Çак ушкăнра Иван Сатаров - пĕрремĕш, Роман Ларшников - иккĕмĕш, Владислав Ларионов виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. 5-9 классенче вĕренекенсем хушшинче призлă вырăнсене Руслан Сергеев, Арсентий Ельцов тата Георгий Ларионов çĕнсе илчĕç. Ытти тĕрлĕ ушкăнсенче Вячеслав Антонов, Николайпа Сергей Самаринсем палăрчĕç. Ăмăртура вăй виçнĕ йĕлтĕрçĕсенчен чи çамрăкки Дмитрий Кудряшов пулчĕ. Çĕнтерỹçĕсем Грамота, Кубок тата хаклă призсене тивĕçрĕç. Спорт уявне ирттерме спонсор пулăшăвĕ панăшăн ял тăрăхĕн администрацийĕ В.Кудряшовпа Е.Курбатина тата мероприятин тĕп судйин тивĕçне пурнăçланăшăн С.Ястребова тав тăвать.
А.ЛАРШНИКОВА.