Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каллех Кубока тивĕçрĕç

12 марта 2015 г.

Нумаях пулмасть Шупашкарта республикăри медицина ĕçченĕсен командисем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе турнир иртрĕ. Унта пирĕн район больницин пĕрлештернĕ команди те хутшăнчĕ. Тỹрех каламалла: ытти çулсенчи пекех, пирĕн спортсменсем лайăх енĕпе палăрчĕç. Йĕлтĕрçĕсен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсем тăрăх команда пĕрремĕш вырăн йышăнса Кубока тивĕçрĕ. Сăмах май каласан, район больницин команди республика турнирĕнче çак Кубока пиллĕкмĕш хут çĕнсе илчĕ ĕнтĕ. Çавăн пекех пирĕн команда спортăн ытти енĕсемпе те республикăра призлă вырăн йышăнать. Акă пĕлтĕр июнь уйăхĕнче, медицина ĕçченĕн кунне халалланă çуллахи спартакиадăра виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Пĕрлех больница команди районта иртекен тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене те хастар хутшăнать, лайăх результатсем кăтартать. "Сывă ỹтре - сывă чун", - теççĕ медицина ĕçченĕсем. Çавăнпа пурне те физкультурăпа спортпа туслă пулма чĕнсе калаççĕ, хăйсенчен ырă тĕслĕх илме сĕнеççĕ.

И.ПОЛЯКОВ,

команда капитанĕ, район

больницин профсоюз комитечĕн председателĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика