Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурччĕ çавăн пек предприяти…

12 марта 2015 г.

Пурччĕ çавăн пек предприяти…

СССР халăх хуçалăхне аталантармалли пилĕк çуллăх планпа килĕшỹллĕн, 1956-1960 çулсенче Чăваш АССРĕнче маларах йĕркеленнĕ промышленноç предприятийĕсен продукци кăларас хăватне ỹстерес тесе, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çĕнĕ предприятисем уçассипе çыхăннă ыйтусем тĕп вырăнта тăнă. Шăмăршă тăрăхĕнчи вăрмансенчи паха йывăçсенчен тĕрлĕ строительство материалĕсем туса кăларас тĕллевпе, район ертỹçисем тăрăшнипе, 1958 çулхи август уйăхĕнче, Карапай Шăмăршă ялĕпе юнашарах, вăрман хĕрринче, çĕнĕ производство предприятине йĕркелесе янă. Ăна "Шăмăршăри вăрман пункчĕ" тенĕ. Паллах, çĕнĕ производство участокне уçнă тапхăрта йывăрлăхсем те сахал мар пулнă. Çак ĕçе йĕркелесе яма директорăн нумай вăй хума тивнĕ. Директор тивĕçне пурнăçлама Г.Д.Яковлева шаннă. Маларах вăл районти промышленноç комбинатĕнче инженерта вăй хунă. Шăмăршăри Комсомольски урамĕнче хăйĕн çемйипе пурăнаканскер, Г.Д.Яковлев куллен Карапай Шăмăршăна ĕçе çỹренĕ. Г.Д.Яковлев çĕнĕ производство ĕçне пысăк хастарлăхпа пуçăннă. Вăл Карапай Шăмăршăри, Çĕнĕ Тăрăнти тата Патăрьел районĕнчи Ясная Поляна паççулккинчи, Вăрман хĕрри Шăхаль ялĕнчи вăйпитти арçынсене пуçтарса ĕç бригадисем йĕркеленĕ. Вĕсем кĕске хушăрах йывăçран пурасем туса, вĕсене никĕс çине лартса кантур çуртне, хăма çуракан производство цехне хута янă. Стрительство материалĕсем хатĕрлеме ятарлă цех та уçнă. Цехсене тĕрлĕ оборудованипе станоксем вырнаçтарнă. Вĕсем 50-мĕш çулсемшĕн çĕнĕ йышшисем шутланнă. 1962 çулхи майăн 23-мĕшĕнче Карапай Шăмăршăри вăрман пунктне районти промышленноç комбиначĕн тытăмне куçарнă. Çак тапхăртан тытăнса вăл комбинатăн иккĕмĕш цехĕ шутланнă. Производствăн хăватне ỹстерсе, хăма çурса хатĕрлеме тепĕр пилорама хута янă. Производство участокне ерсе пыма И.А.Поликарпов аслă мастера çирĕплетнĕ. Цех производство заданийĕсене кашни уйăхрах туллин пурнăçласа пынă. Рабочисем пысăк хавхаланупа ĕçленĕ. Плана ирттерсе тултарнă май, ĕç укçине те çителĕклĕ илнĕ. Ку кăна та мар - вырăнтах производство ĕçĕ пулни ял çыннисене савăнăç кỹнĕ. 1963 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнче вăрман пунктне "Чувашколхозстрой" пĕрлешỹ тытăмне куçарнă. Фондпа уйăрса панă хутăш вăрманти йывăçсене касса, производство участокĕнче çулталăкра 28-30 пин кубла метр йывăç çурса хатĕрленĕ. Пилорамăсем витĕр кăларнă йывăçсене ĕçе кĕртсе, станочницăсемпе столярсем вĕсенчен строительствăра кирлĕ тĕрлĕ материалсем хатĕрленĕ: саваласа якатнă мачча-урай хăмисем, чỹрече коробкисемпе рамăсем тата ытти те. Кунсăр пуçне ял çыннисем валли пỹрт, вите, мунча пурисем, карта тытмалли решеткесем туса сутнă. Çавăн пекех предприятисене, шкулсене, ял халăхне вутăпа тивĕçтерсе тăни те - ырă пулăм. Вăрман пунктĕнче ĕçленĕ рабочисене хăмасем е пỹрт тума йывăç парса пулăшнине те кăмăллăн аса илеççĕ ял çыннисем. Тĕпрен илсен, вăрман пункчĕ ытларах "Чувашколхозстрой" пĕрлешỹ заказĕсемпе ĕçленĕ. Рабочисем вĕсене вăхăтра тата лайăх пахалăхпа пурнăçлама тăрăшнă. Вăхăт иртнĕçемĕн чылай пулăм, производствăра е учрежденире тăрăшса ĕçленĕ çынсен ячĕсем манăçма пуçлаççĕ. Карапай Шăмăршă ял çумĕнче йĕркеленĕ вăрман пунктĕнче 1958-2000 çулсенче тỹрĕ кăмăлпа вăй хурса, халăх хуçалăхĕн аталанăвне хăйсен тỹпине хывнă ĕçченсен ячĕсем район историйĕнче çырăнса юлмаллах. Вăрман кастарса хатĕрлес енĕпе ĕçленĕ А.Г.Григорьев, И.В.Михайлов (Шăхалĕнчен) мастерсем, М.М.Осипов (Çĕнĕ Тăрăн), А.Н.Федоров, В.Н.Прохоров (Карапай Шăмăршă), Н.Т.Симуков, А.Н.Симуков (Ясная Поляна), В.М.Кашкаров (Виçпỹрт Шăмăршă) десятниксем йывăç кастармалли плана яланах ирттерсе тултарассишĕн тăрăшнă.

М.ЗАХАРОВ.

Шăмăршă ялĕ.

(Малалли пулать).

СĂНỸКЕРЧĔКРЕ: аялти ретре, сулахайран сылтăмалла: М.Нямаева, К.Чернова, В,Симуков, М.Ларионова, С.Мамонотова; Çỹлти ретре, сулахайран сылтăмалла: М.Тукмаков, А.Григорьев, Г.Степанов, В.Фомин, А.Логинов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика