20 февраля 2013 г.
ЧĂВАШ Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев февралĕн 18-мĕшĕнче Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Вице-премьер – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов çур акине хатĕрленессипе çыхăннă ĕçпе паллаштарнă. Кăçал республикăра акмалли лаптăк 568 пин гектарпа (иртнĕ çулхипе пăхсан 104,5 проц.) танлашмалла. Çав шутра тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем – 260 пин (105,9 проц.), çĕр улми – 46,4 пин (96,5 проц.), выльăх апачĕлĕх культурăсем – 250,3 пин (104,7 проц.) гектар. Уй-хирти çурхи ял хуçалăх ĕçĕсене ирттерме (ГСМ, им-çам, вăрлăх туянма) 1,5 млрд яхăн тенкĕ кирлĕ.
Министр хуçалăхсенче кĕрхи культурăсене 69,5 пин гектар акса хăварнине палăртнă. Вĕсем йĕркеллех хĕл каçаççĕ. Вăрлăхăн 92 проц. хатĕр. Çавăн пекех çĕр улми лаптăкĕсене чакарма юраманни çинчен каланă, ăна çитĕнтересси йывăртарах, анчах вăл тĕш тырăран пысăкрах тупăш кÿрет.
Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Юшин çĕр айĕнчи пуянлăхсемпе усă курассин кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Пĕлтĕр çав пуянлăхсене кăларнă май налук шучĕпе республика бюджетне 28,6 млн яхăн тенкĕ кĕнĕ – 11-мĕш çулхинчен 1,8 хут нумайрах. Суту-илÿ ирттерсе пĕр хут илекен тÿлевсен шучĕпе республика бюджетне 42,2 млн тенкĕ кĕнĕ – виçĕм çулхинчен 49 хут нумайрах. Михаил Игнатьев саккуна пăсакансем тĕлĕшпе штрафсене туллин шыраса илес енĕпе çине тăмалли çинчен каланă.
Канашлура республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ытти ыйтăвне те тишкернĕ. Влаç органĕсен ĕçченĕсен спартакиади тата Хĕллехи ял спорт вăййисем пирки сăмах пуçарнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ çынсене çамрăкранах сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармалли, спортпа туслаштармалли пирки каланă. Юлашки çулсенче тунă физкультурăпа спорт комплексĕсене ачасене çамрăксен спорт шкулĕсене панă. Тĕллев – виçĕ çул хушшинче шкул çулĕсенчи кашни иккĕмĕш ачана спорт занятийĕсене явăçтарасси.