Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансене - медаль…

14 марта 2015 г.

Ветерансене - медаль…

Шел, черетлĕ Çĕнтерỹ кунне кĕтсе илекен ветерансен йышĕ сахаллансах пырать. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнисем, тылра ырми-канми ĕçленĕ ял ĕçченĕсем умĕнче эпир ĕмĕрех пуçа тайма тивĕçлĕ. Паттăрлăх нихăçан та манăçа юлмасть. Ахальтен мар ĕнтĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин сумлă уяв ячĕпе ветерансене чыслама юбилей медалĕ хатĕр-лесси пирки ятарлă Указ йышăнчĕ. Пирĕн районта та вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунă ятпа 70 çул" медальпе наградăласси пуçланчĕ те ĕнтĕ. Районта çак наградăна 405 ветеран илмелле. Юбилей медалĕпе Чукал, Кивĕ Чукал, Пăчăрлă Пашьел, Васан, Анат Чаткас, Палтиел, Карапай Шăмăршă, Патирек, Пуянкасси ял тăрăхĕсенчи çĕр ытла ветерана чысланă. Медаль çумне медаль... Ветерансем çакна чăннипех тивĕçлĕ. Ветерансене сумлă наградăна чысласси районта вĕçленчĕ. Тухса çỹрейменнисене вара медале киле пырсах пачĕç.

Н.ФЕДОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика