Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вунçиччĕрех пуçланă ĕç стажне

14 марта 2015 г.

Вунçиччĕрех пуçланă ĕç стажне

Шăмăршăри Н.Игнатьеван ĕç стажĕ 1977 çулта пуçланнă. Çак çул ăна, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн химипе биологи факультечĕн заочнăй уйрăмĕнчи пĕрремĕш курс студенткине, Улмаллăри 8 çул вĕренмелли шкула ĕçлеме янă.

- Шкул директорĕ Галина Александровна Кологреева, ытти педагогсем мана ăшшăн кĕтсе илчĕç, - каласа парать район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Н.Игнатьева. - Вĕсем мана, Шăмăршăри вăтам шкул выпускницине, ĕçре пулăшсах пычĕç. Ку, паллах, мана савăнтаратчĕ, чăтăмлăн ĕçлеме хавхалантаратчĕ.

Ĕç опычĕ çулран-çул ỹссех пынă. Химипе биологи урокĕсене тивĕçлĕ методика шайĕнче ирттерес тесе нумай тăрăшнă çамрăк учительница. Институтра вĕренни, пĕлĕве çирĕплетни те ĕçре пысăк пулăшу панă.

Виçĕ курс пĕтерсен Наталия Германовна Виçпỹрт Шăмăршăри 8 çул вĕренмелли шкула ĕçлеме куçнă. В.Т.Мулендеев директор коллективра ĕçлĕ, моральпе психологи тĕлĕшĕнчен лайăх лару-тăру йĕркеленине аса илет Н.Игнатьева.

Пĕр çулталăкран Наталия Германовнăна партин районти комитетне ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Малтан вăл районти "Пĕлỹ" обществăн яваплă секретарĕ пулнă, шкулсенче, ĕç коллективĕсенче тĕрлĕ тематикăпа калаçу ирттернĕ, воспитани темипе лекцисем вуланă. Тăватă çултан аслă пĕлỹллĕ педагога партин организацилле пайĕн инструкторĕ пулма çирĕплетнĕ.

1992 çулта, Чулхулари социаллăхпа политика институтне пĕтерсен, Н.Игнатьевана Шăмăршăри тин çеç уçăлнă "Ромашка" ача сачĕн заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ. Ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пырас тесе нумай тăрăшнă ертỹçĕ.

Пĕр хушă архивра ĕçленĕ хыççăн, 1997 çулта, Н. Игнатьева район администрацийĕн культура пайĕн заведующийĕн должноçне йышăннă. Культура сферинче малтан йĕркеленнĕ ырă ĕçсене малалла тăсас, кадрсене çирĕплетес, тĕрлĕ наци халăхĕсен йăли-йĕркине упраса хăварас тесе çине тăрса ĕçленĕ вăл. Акатуйра палаткăсем карса ял тăрăхĕсенчи чăвашсен, тутарсен, вырăссен тата ирçесен йăли-йĕркине, юрри-ташшине кăтартасси те йăлана кĕнĕ. Культура учрежденийĕсене газификациленинче те Наталия Германовнăн тỹпи пур.

2005 çулхи апрельтен тытăнса район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн - вĕрентỹпе çамрăксен политики тата культура пайĕн ертỹçи пулнă Н.Игнатьева. 2011 çулхи сентябрьтен пуçласа паянхи кунчченех район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

Н.Игнатьева вĕрентỹ сферине ертсе пынă тапхăрта, район администрацийĕ пулăшнипе, шкулсемпе ача сачĕсен пурлăхпа техника никĕсĕ сисĕмлех çирĕпленнĕ. Хальхи вăхăтри инфраструктура туса хурас енĕпе те нумай ĕçлет вăл. Шкулсен 97 проценчĕ паянхи куна тивĕçтерет. Вĕренỹ учрежденийĕсенче сивĕ тата ăшă шыв системине хута янă. Пушар хăрушсăрлăхĕн оборудованине вырнаçтарасси те манăçа юлман. Юлашки 3 çулта пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 9 учреждение тĕпрен юсанă, 3 шкул столовăйне модернизациленĕ.

Ача сачĕсем те - пысăк тимлĕхре. Район администрацийĕ тăрăшнипе 2012 çулта Шăмăршăра 90 вырăнлă "Сказка" ача сачĕ хута кайнă. Малтан черетре тăнă 3 çултан аслăрах ачасене пурне те ача сачĕсене вырнаçтарнă. Районти садиксене пурĕ 689 ача çỹрет.

Районти шкулсенче вĕренекенсен 71,6 проценчĕ тĕрлĕ шайри олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнать. Республикăри тата районти призерсен шучĕ çуллен ỹссе пырать. Юлашки 3 çулта кăна районта пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче вĕренекен 29 ача творчество пултарулăхĕшĕн, вĕренỹри çитĕнỹсемшĕн, обществăлла ĕçсенчи, спортри хастарлăхшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕсем пулса тăнă.

 Ертỹçĕ должноçĕсенче нумай çул ĕçлесе пуян опыт пухнăскер, чи йывăр отрасльсенчен пĕрне - районти вĕрентỹпе воспитани ĕçне ăнăçлă йĕркелесе пырать Н.Игнатьева. Районти педагогсем хăйсен тивĕçне таса чунпа туса пыма тăрăшнине, хальхи çĕнĕ технологисемпе вырăнлă усă курнине палăртать Наталия Германовна. Мĕнле калас, пĕрлехи вăйра - ăнăçу. Çавăн пекех район администрацийĕ вĕрентỹпе воспитани ĕçне яланах тимлĕхре тытни, шкулсемпе ача сачĕсен çурчĕсене вăхăтра юсама, вĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетсе пыма тăрăшни пирки те каларĕ Наталия Германовна.

Пархатарлă ĕçшĕн Н.Игнатьевана "Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ", "Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ятсем парса чысланă. Кунсăр пуçне Чăваш Республикин Вĕрентỹ тата Культура министерствисен, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Мартăн 13-мĕшĕнче Н.Игнатьева çуралнăранпа 55 çул çитрĕ. Чаплă юбилей ячĕпе Наталия Германовнăна юратнă мăшăрĕ Юрий Николаевич, ывăлĕ Михаил, тăванĕсем, район администрацийĕн ĕçченĕсем, районти педагогсем тата çывăх тантăшĕсем ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.

И.МЕДВЕДЕВ.

¸

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика