20 февраля 2013 г.
ЧĂВАШ ЕНРЕ пурăнакансенчен 50 проценчĕ тенĕ пекех çĕр-шыва хĕллехи вăхăта тавăрасси вырăнлă мар тесе шутлать. Тата тепĕр çавăн чухлĕ çын (47 процент) хĕллехи вăхăт çине куçма сĕнет.
Ыйтса пĕлнисенчен виçĕ процентне вара сехет йĕпписене куçарас ыйту пачах та интереслентермест. Чăваш Ен Информаци политикин министерстви 2012 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа 2013 çулхи январĕн 31-мĕшĕччен ирттернĕ ыйтăмăн (унта пурĕ 333 çын хутшăннă) результачĕсем çакăн пек.
Аса илтеретпĕр: 2011 çултан пуçласа пирĕн çĕр-шыв çулталăкĕпех çуллахи вăхăтпа пурăнать. Иртнĕ çулхине çулла Раççей Президенчĕ "Вăхăта мĕнле шутламалли çинчен" саккуна алă пуснă, унпа килĕшÿллĕн хĕллехи тата çуллахи вăхăт çине куçма пăрахнă. Ун чухне сехет йĕпписене куçарма пăрахассине Раççейре пурăнакансенчен нумайăшĕ ырланă. Халĕ кун пирки çĕр-шывра пурăнакансен шухăшĕ улшăннă. Пĕрисем çакăнпа кăмăлсăр, çывăрса тăранаймаççĕ тата вăхăта малтанхи пекех куçарма ыйтаççĕ, теприсем мĕнле пулнă çавăн пекех хăварма сĕнеççĕ.
Раççей Правительстви çывăх çулсенче çуллахи вăхăтах хăварма йышăннă. "Правительство хальхи тапхăрта вăхăта тÿрлетÿсем кĕртессине вырăнсăр тесе шутлать", – тенĕ Раççей премьер-министрĕ Дмитрий Медведев Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче. Унăн шучĕпе, пĕтĕмĕшле лару-тăрăвăн мониторингне ирттермелле, экспертсен, врачсен шухăшĕсене, граждансен позицине тепĕр хут тишкерсе тухмалла, пĕтĕм сĕнÿсене тĕплĕн виçсе пăхмалла.