Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурс –ачасемшĕн савăнăç

20 февраля 2013 г.

"РОМАШКА" ача садĕнче çулсерен юртан ăсталанă фигурăсен, япаласен курав-конкурсне йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Иртнĕ "Юр хула" конкурсăн тĕп тĕллевĕ ачасене савăнăçпа киленĕç парнелесси пулчĕ. Палăртнă хĕллехи "хула" лаптăкĕсенче юмах тĕнчи хуçаланчĕ. Воспитательсемпе ачасем юртан темĕн те ăсталарĕç, хăйсен пултарулăхĕпе ашшĕ-амăшне тĕлĕнтерчĕç.

Паллах, кăçал "хулана" çĕклеме йывăрлăхсем те пулчĕç, строительство материалĕ – юр – малтанласа сахалтарахчĕ. Апла пулсан та пуçа усмарăмăр, ыррине шанса ĕçе пикентĕмĕр. Шăпăрлансем юр çумассерен кĕреçесемпе ĕçлеме тухрĕç. Çакă вĕсене ĕç çумне çыпăçма вĕрентрĕ.

Асăннă конкурса пĕтĕмлетме те вăхăт çитрĕ. Ачасен ушкăнĕсем хатĕрленĕ ĕçсене хаклама çăмăл пулмарĕ. 8 ушкăн хушшинче пĕрремĕш вырăна "Капитошка" (воспитателĕсем М.Б. Драгунова, В.В. Севрюгина) йышăнчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш – "Асамат кĕперĕпе" (А.Н. Гавриловапа А.Ф. Лукиянова), "Умка" (Г.Л. Сергеева). "Непоседы" ушкăнăн (Е.Н. Петрова, Е.П. Воробьева) ĕçĕсене те лайăх енчен çеç палăртмалла.

Ача садĕнче вăй хуракансем ачасен ашшĕ-амăшне конкурссемпе мероприятисем ирттернĕ чухне пулăшу панăшăн чĕререн тав тăваççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика