20 февраля 2013 г.
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂ ял тăрăхĕнче Афганистанран Совет çарĕсене кăларнине тата ÇÇХПИ (çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн) инспекторне В.В. Кузьмина асăнса хоккей турнирĕ пулнă. Ял тăрăхĕсен тăватă команди (пĕри Патăрьел районĕнчи Сăкăтран), шкул ачисен виçĕ команди пăр чăнах та "вĕри" пулнине туйнă.
Çивĕч пынă вăйăсенче пĕрремĕш вырăн – Шăмăршă ял тăрăхĕн командинче, иккĕмĕш – Сăкăт ял тăрăхĕн командинче, виççĕмĕш – Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче.
Шкул командисенчен Карапай Шăмăршăсем ăнăçлăрах вылянă, вĕсем – пĕрремĕш. Шăмăршăсемпе Васансен иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсемпе çырлахма тивнĕ.
Турнира ирттерме пулăшнă, спонсор пулăшăвĕ панă С.А. Галкина, И.П. Сабаева, В.В. Антонова, С.А. Хафизова, Ю.Ф. Ермолаева, В.В. Детова Владимир Кузьминăн тăванĕсем чĕререн тав тăваççĕ.