Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн

18 марта 2015 г.

Март уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" йăлана кĕнĕ марафона тата ача-пăча юррисен "Кăвакалăн пĕчĕк чĕпписен ташши" пĕтĕм тĕнчери фестивальне уçнă. Вăл Канаш хулин культура керменне пухăннисене пултарулăхра ăнăçу суннă, ыркăмăллăх марафонĕн пухмачне пуянлатмашкăн сумлă тỹпе хывнă ентешсене тав тунă, вĕсен ырă кăмăлне пысăка хурса хакланă. Асăннă мероприятисене çавăн пекех кино тата мультфильмсен паллă юррисен авторĕ Юрий Энтин сăвăç, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Раççейри ача-пăча фончĕ" общество организацийĕн республикăри уйрăмĕн правленийĕн председателĕ Юрий Кислов тата официаллă ытти представитель хутшăннă. Юрă уявĕ çулленех иртет, ăна "Юрий Энтинăн пултарулăх центрĕ" йĕркелесе тăрать. "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыркăмăллăх марафонĕ Чăваш хутлăхĕнче вунтăххăрмĕш хут иртнĕ. Марафон тĕллевĕ сăваплă: сусăр ачасене, тăлăхсене, ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнисене хỹтĕлемешкĕн, сахал тупăшлă тата йышлă çемьесенчи çул çитмен çамрăксене пулăшмашкăн тата ачалăхпа çыхăннă ыркăмăллăх программисене пурнăçа кĕртмешкĕн, ача-пăча больницисене медицина оборудованийĕпе, ятарлă хатĕрсемпе, тренажерсемпе тивĕçтермешкĕн вĕренỹ учрежденийĕсемпе интернат çурчĕсене сĕтел-пукан, кĕнеке, тетте илсе памашкăн, пĕчĕккисене валли выляв лапамĕсем туса лартмашкăн нухрат пухасси. Фонд укçипе ача-пăчан пултарулăх ушкăнĕсене хавхалантараççĕ, уйрăмах пултаруллă çамрăксене ăсталăха туптамашкăн стипендипе тивĕçтереççĕ тата ытти те. Ачалăхпа çыхăннă телейлĕ самант кашнин асĕнче манăçми çырăнса юлнă. Шел, хăшĕ-пĕри хăйĕн кунçулĕн çав тапхăрĕнче питех савăнайман çав. Шăпи йывăр пулнă, пурнăçĕ хĕсĕк: е синкерлĕ амак тыткăнĕнче нушаланнă, е ашшĕ-амăшĕн хỹттине туйман. Ун пеккисем халĕ те сахал мар. Вĕсене пĕрлехи вăйпа хỹтĕлесси - пирĕн тивĕç. Йĕркелỹ комиссийĕ, унăн çум председателĕсем - Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Федераци Канашĕн Ют çĕршывсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Константин Косачев, Патшалăх Думин Вĕренỹ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова сире, хаклă ентешĕмĕрсем, марафона хутшăнма йыхравлаççĕ. Ырă тума васкăр. Сăваплă акцие кашниех хутшăнма пултарать. Укçана марафон счечĕ çине куçарма юрать. Унăн реквизичĕсем:

ЧРО ООБФ «Российский детский фонд»

ИНН 2128005408, КПП 213001001

Расчетный счет № 40703810075220160067 в отделении № 8613 Сбербанка России г.Чебоксары

БИК 049706609, к/с 30101810300000000609.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика