Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк ача та - çуран çỹрекен

18 марта 2015 г.

Шăмăршăри "Ромашка" ача сачĕнче пĕчĕккисене çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркисене вĕрентесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Мĕнле калас, ача утма вĕренчĕ пулсан, вăл - çуран çỹрекен! Çавна май ăна пĕчĕкренех çул çинче тимлĕ пулма хăнăхтарса ỹстерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Воспитательсем пĕчĕккисемпе ятарлă занятисем ирттернисĕр пуçне, çул-йĕр хăрушсăрлăх темипе калаçу тата практикăлла хăнăху йĕркелеме полицин районти уйрăмĕн ГИБДД службин инспекторĕсене те чĕнеççĕ. Тỹрех каламалла: çакнашкал занятисен витĕмлĕхĕ пысăк. Республикăра иртнĕ "Тимлĕ пулăр - ачасем!" профилактика операцийĕпе килĕшỹллĕн, "Ромашка" ача сачĕнче ГИБДД службин инспекторĕ Д.Кудряшов ертсе пынипе, "Çул урлă каçмалли вырăн" акци иртрĕ. Водительсене çул çинче яланах тимлĕ пулмалли, çуран çỹрекенсене, уйрăмах ачасене ятарлă вырăнсенче пĕр чăрмавсăр каçма условисем туса памалли пирки аса илтересси çак акцин тĕп тĕллевĕ пулчĕ. Г.Сергеева воспитатель ертсе пыракан "Умка" ушкăнри ачасем патруль автомашинине курсан питĕ савăнчĕç. ГИБДД сотрудникĕ Д.Кудряшов пĕчĕккисене хăйĕн службин тĕп тĕллевĕсем çинчен каласа пачĕ, ачасене инкекрен сыхласси малти вырăнта тăнине асăнчĕ. Кун хыççăн вăл пĕчĕккисене çул-йĕр правилисем тăрăх тĕрлĕ ыйтусем пачĕ. Ачасем ыйтусем çине хаваспах тата тĕрĕс хуравларĕç. Кун хыççăн инспектор вĕсене ятарлă вырăнта çул урлă каçарса ячĕ. Ачасем водительсене тата çуран çỹрекенсене "Тимлĕ пулăр: çул çинче - ачасем!" темăпа ỹкернĕ хăйсен ỹкерчĕкĕсене пачĕç.

Е.ЯКОВЛЕВА,

Шăмăршăри "Ромашка" ача сачĕн воспитателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика