18 марта 2015 г.
Тĕрĕс апатлану - сывлăх çăлкуçĕ. Сĕтел хушшине ларсан шăпах çакна асра тытмалла: çыннăн сывлăхĕн 70 проценчĕ еплерех апатланнинчен, мĕн çининчен килет. Хăшпĕр продуктсем вара самаях сиен кỹме пултараççĕ. Юнри холестерин шайĕ, самăрланасси, кариес, диабет тата ытти хăшпĕр чирсен сăлтавĕ шăпах çакăнпа çыхăннă. Мĕн-ха вăл тĕрĕс апатлану? Ку - продуктсен тĕрлĕ енлĕхĕ, рацион. Кунта апата мĕнле хатĕрлени те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна çиес умĕн виçĕ сехет маларах янтăлама сĕнеççĕ. Юлнă апатпа, вăл холодильникра упраннă пулин те, тепĕр хут усă курма кирлех мар - çакă вар-хырăм чирĕсене пуçарса яма пултарать, ытти чирсем сиксе тухас хăрушлăх та пур. Ирхи тата кăнтăрлахи апатсенче углеводсемпе, каçхи апатра белоксемпе пуян апат-çимĕçпе апатлансан лайăх. Менюра улма-çырла, пахчаçимĕç ытларах пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна та каласа хăварас килет: ытла вĕри тата сивĕ апат çиессинчен те тăхтаса тăмалла. Малтанах шĕвĕ апат çиме тăрăшмалла, кайран ыттисене. Апата виçĕ-тăватă сехет урлă çисен лайăхрах.
Э.ЕГОРОВА,
гигиенăпа эпидемиологи врачĕн пулăшуçи.