Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтисен йышĕнче

18 марта 2015 г.

Вырсарникун Ульяновскра Пĕтĕм Раççейри улттăмĕш Чĕмпĕр марафонĕ иртнĕ. Унта хутшăннă пин йĕлтĕрçĕ шутĕнче "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексĕ çумĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче А.Егоров хатĕрленĕ çамрăк спортсменсем те пулнă. Ỹсĕме кура - дистанцисем тĕрлĕрен: 5 километртан пуçласа 50 километр таранах. Кĕçĕн çулхи хĕрачасем хушшинче 5 километра чупса Ирина Егорова иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çак ушкăнри арçын ачасем хушшинче вара Данил Павлов виççĕмĕш пулнă. Çĕнтерỹçĕсем Дипломсемпе медальсене, укçа премине тивĕçнĕ. Çавăн пекех, тĕрлĕ ỹсĕмри çамрăк спортсменсем Вера Удина, Владимир Алексеев, Михаил Ефимов, Виктория Павлова та хăйсен дистанцийĕсенче начар мар кăтартусемпе палăрнă.

С.ГАЛКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика