18 марта 2015 г.
Нумаях пулмасть полицин районти уйрăмĕнче 2015 çулхи 2 уйăхри оперативлă ĕçсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕмĕр, пĕлтĕрхи çак тапхăрти цифрăсемпе танлаштарса тишкертĕмĕр. Кăçал январь-февраль уйăхĕсенче район территорийĕнче пурĕ 28 преступление регистрациленĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта - 18 факт). Вĕсенчен пĕри - уйрăмах йывăр преступлени, пĕри - йывăр, 12-шĕ - вăтам шайри, 14-шĕ - пысăках мар преступленисем. 2014 çулта 2 уйăхра çынна юриех йывăр суранланă, юриех вăтам шайри сурансем кỹнĕ, хурах пуснă (разбой) тĕслĕхсем пулманччĕ. Кăçал вара çак тапхăрта кашнийĕнпех пĕрер преступлени пулнă. Ку, паллах, питĕ пăшăрхантарать. Ултавлă ĕçсем (мошенничество) тăвасси уйрăмах ỹссе кайнă (11 факт!). Кăçал пирĕн сотрудниксем экономикăри 14 преступление уçса панă (пĕлтĕр 2 уйăхра - 2). Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал 2 уйăхра çын çине алă çĕклесси, кил-çуртран вăрласси, малтан судпа айăпланнисем, ỹсĕр çынсем, ниçта та ĕçлеменнисем преступлени çулĕ çине тухасси чакнă. Иртнĕ уйăхра пулса иртнĕ хăш-пĕр преступленисем пирки каласан, кунта чи малтанах полици сотрудникĕсем икĕ арçынна çийĕнчех, "вĕри йĕрпе" кайса тытса чарни пирки асăнса хăварас килет. Вĕсем, Ульяновскран такси тытса килнĕскерсем, "Волнушка" кафе патĕнче çĕçĕ кăларса, таксиста кантăрапа пăвма пуçланă. Юрать-ха, вăтам çулсенчи таксист кантăрана вăхăтра сирсе ярса автомашинăран тухса тарнă, кафене чупса кĕнĕ... Çак çынсене полицин сотрудникĕсем Патăрьел районĕн территорийĕнче тытса чарнă. Вĕсем таксистăн автомашинипе пулнă. Йывăр преступлени тунă арçынсем пирки, РФ УКĕн 162 статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн, уголовлă ĕç пуçарнă. Шăмăршăри Лесхозная урамра пурăнакан пĕр арçын, аллине мăлатук тытнăскер, хĕрарăма вĕлерессипе хăратнă. Халĕ арçыннăн РФ УКĕн 119 статйин 1-мĕш пайĕ тăрăх явап тытма тивет. 2015 çулхи январь-февраль уйăхĕсенче преступленисен 88,9 процентне тăрă шыв çине кăларнă. Преступлени тунă çынсен айăплавсăр юлас шанчăк çукпа пĕрех. Кукăр çул çине тухас туртăмлă çынсен çакна яланах асра тытмалла.
С.АГЕЕВ,
полицин районти уйрăмĕн начальникĕ.