18 марта 2015 г.
.jpg)
Пăчăрлă Пашьелĕнчи Г.Филимонов, çамрăк чухне Танк çарĕсенче салтак тивĕçне пурнăçланăскер, хăйĕн ывăлĕсене - Анатолийпе Евгение - служба çинчен нумай каласа панă. Паллах, хăш-пĕр йывăрлăхсене те пытарса тăман. "Салтакра пулса, унта тĕрлĕ йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма хăнăхса, ỹт-пĕве пиçĕхтерсе, характера çирĕплетсе çамрăксем чăн-чăн арçынсем пулса тăраççĕ", - тенĕ тăтăшах Георгий Михайлович. Çар хатĕрленĕвĕнче тăрăшуллă пулни, командирсем каланине тĕплĕн тата вăхăтра пурнăçлани отделенире, взводра, ротăра маттур салтаксен йышне кĕме май панине те палăртнă. " Атте, ỹссе çитĕнсен эпир те маттур салтаксем пулатпăр!" - тенĕ арçын ачасем. "Çакна шансах тăратăп",- кăмăллăн хуравланă кил хуçи. 18 çул тултарсан Филимоновсен ывăлĕ, Анатолий, çар службине кайнă. 2009-2010 çулсенче, ашшĕ пекех Танксен çарĕсенче, Хабаровскра тăракан чаçра салтак тивĕçне пурнăçланă. Службăри лайăх кăтартусемшĕн подразделени командирĕ А.Филимонова строй умĕнче темиçе хутчен тав тунă. 2014 çулхи ноябрьте кĕçĕн ывăлĕ те, Евгений, салтак стройне тăнă. Служба тивĕçне Пенза хули çывăхĕнчи çар чаçĕнче пурнăçлать. Ашшĕпе тетĕшĕ пекех, Женя та маттур салтак пулса тăнă. Çар хатĕрленĕвĕнче лайăх результатсемпе палăрнăшăн, подразделени умĕнче тăракан тĕллевсене пурнăçлама тăрăшăнăшăн, çирĕп дисциплинăпа палăрнăшăн Е.Филимонов рядовоя çар чаçĕн командирĕ А.Заречнев подполковник Грамотăпа наградăланă.
И.АНАНЬЕВ.