18 марта 2015 г.

Çанталăк хĕвеллĕ те лайăх тăни те иртнĕ шăматкун Шăмăршă çумĕнчи хыр вăрманне халăха йышлă пуçтарчĕ. Маларах хĕле ăсатрăмăр та, йĕлтĕр спорчĕпе сывпуллашма вăхăт çитрех вĕт. Кăçалхи юлашки старта предприятисемпе учрежденисен, организацисен, шкулсен командисем тăчĕç. Сывлăх кунне халалланă ăмăртăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков уçрĕ, спортсменсене ăнăçлă стартсем сунчĕ. Чăннипех те хĕрỹ иртрĕ ăмăрту. Йĕлтĕр йĕрĕ çинче - тĕрлĕ ỹсĕмри спортсменсем. "Чирлекенсем" вара вĕсене хавхалантарсах тăчĕç. Çĕнтерỹçĕсем, яланхи пекех, Дипломсемпе медальсене, парнесене тивĕçрĕç. Çакна палăртса хăварма кăмăллă: сывлăх кунне хутшăнакансен йышĕ районта ỹссех пырать. Халĕ спортсменсем хĕрсех çурхи-çуллахи спорт тапхăрне хатĕрленме тытăнаççĕ. Пурне те - ăнăçу!
В.АНТОНОВ.
М.Юманова сăн ỹкерчĕкĕ.