Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аса илет ветеран куçне шăлса…

18 марта 2015 г.

Аса илет ветеран куçне шăлса…

Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр чĕрĕ тухса тăван киле таврăнма шăпа пỹрнисен аса илмелли сахал мар. Çак кунсенче Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн библиотекинче ялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем С.Лукьяновпа тĕлпулу ирттерчĕç. Степан Федорович - ял тăрăхĕнче пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕртен пĕр ветеранĕ.Вăрçă кунĕсенче темĕн те курма, тỹссе ирттерме тивнĕ салтака. - Темĕн те пулнă: сивве те, выççа та чăтнă, талăкĕпех çывăрман, çавах та Çĕнтерĕве кĕтсе илтĕмĕрех! С.Лукьянов вăрçă çулĕсемпе Польша таранах утса тухнă, Çĕнтерĕве Краков хулинче кĕтсе илнĕ. Калама çук пысăк савăнăç пулнă çакă совет салтакĕсемшĕн. Çамрăк ăрун ветеранран ыйтса пĕлмелли сахал мар пулчĕ. Степан Федоровичăн, иртнине аса илнĕ май, куçĕнче куççуль тумламĕсем пăчăртанчĕç. Сахал мар награда Степан Федоровичăн. Вĕсене пĕрне те ахаль паман. Çак кунсенче унăн кăкăрĕ çинче медаль йăлкăшма пуçларĕ - Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа.

А.ШОМПОЛОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: П.Михайлов тыл ветеранĕпе С.Лукьянов ветеран.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика