21 марта 2015 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ кашни районпа хуларах пулма, çынсемпе тĕл пулма тăрăшать. Кун пек чухне нумай ыйтусен хуравĕсем уçăмланаççĕ: çынсен Республика Пуçлăхĕнчен ыйтса пĕлмелли сахал мар вĕт. Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шăмăрша килсе çитрĕ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, активпа ĕçлĕ канашлу ирттерчĕ. Тĕлпулу тыл ветеранĕсене Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 70 çул çитнĕ май юбилей медалĕсем панинчен пуçланчĕ. Мĕн тери савăнăç тата пысăк чыс - сумлă наградăна республика ертỹçинчен кашниех илеймест вĕт... Çакăн хыççăн Чăваш Республикин Ертỹçи республикăн пĕлтĕрхи ĕçĕ-хĕлĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, кăçалхи тата çитес çулсенчи ĕçсен малашлăхĕ пирки çивĕч ыйтусем хускатрĕ. Кăçалхи тĕп тĕллевсенчен пĕри - экономика аталанăвĕпе социаллă ыйтусем. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, ку тĕлĕшпе шăмăршăсене ỹпкелемелли çук: вĕсем халĕччен хăйсен ятне яман, малашне те - çаплах пулĕ. Района республика та май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Ялхуçалăх продукцийĕ туса илекенсем те малашне тимлĕхсĕр юлмĕç. Приоритетлă тепĕр ыйту - ялсене тирпей-илем кỹресси, çул-йĕре юсаса йĕркене кĕртесси. Çул-йĕр сарма тата юсама пирĕн районта кăçал 5437,982 тенкĕ уйăрма палăртнă. Çак тăкаксене республика тата район бюджетĕнчен саплаштарĕç. Лайăх çулсем вара пурне те кирлĕ. Пур ĕçе те çынсем пурнăçлаççĕ. Чи кирли - сывлăх. Республика Пуçлăхĕн районти тĕп больницăн тĕп врачĕ И.Смирнова патне те сахал мар ыйту пулчĕ. Районта демографи шайĕ те "уксахлать", хăшпĕр чирсем аталанса пыраççĕ. Ăçтан, мĕнрен килет çакă? Лару-тăру лайăхлантăр тесен мĕн тумалла? Ахăртнех, И.Смирнован хуравĕсем Республика Пуçлăхне тивĕçтерчĕç пулас. Тĕлпулура район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев та иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, умра тăракан тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Шăмăршă районĕ, ытти районсемпе танлаштарсан, "хỹрере" пыраканни мар. Кăтартусене нихăш енчен те хурлама сăлтав çук. Пĕлтĕр тырпул та сахалах мар пухса кĕртрĕмĕр - шăрăх та типĕ çанталăк та пысăк чăрмавах кỹреймерĕ. Çураки те ăнăçлă иртес шанчăк пур: вăрлăхсем пурте кондициллĕ, техника хатĕрпе пĕрех. Тĕлпулăва килнĕ Чăваш Республикин Финанс министрĕ С.Енилина, Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Н.Зинетуллина та çивĕч ыйтусем çĕклерĕç. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Ю.Мешков тата П.Никифоров та республика пурнăçĕпе унăн паянхи аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕç, пур çĕрте те пĕрлĕх кирлине палăртрĕç. Чи малта - çарпа патриотизм ыйтăвĕ, пулас ăрăва Тăван çĕршыва юратма хăнăхтарасси. Тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май М.Игнатьев шăмăршăсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕ. Çакнашкал ыйтусем те пулчĕç: - Михаил Васильевич, Республика Пуçлăхĕ пулма иккĕмĕш хут суйланма хăвăрăн кандидатурăна тăратма кăмăл çук-и? - Халăх шансан - хирĕç мар, - пулчĕ хурав.
В.МИХАЙЛОВ.