Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйтусем, хуравсем…

21 марта 2015 г.

Тĕрлĕ ыйтусем, хуравсем…

Иртнĕ юнкун, пĕтĕм республикăри пекех, пирĕн районта та Пĕрлĕхлĕ информации кунĕ пулса иртрĕ. Унта хутшăнма Шупашкартан тĕрлĕ ушкăнсем килсе çитнĕ. Чăваш Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертỹçи А.Ухтияров тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев ертсе пыракан ушкăн хальхинче Шăмăршă ял тăрăхĕн активĕпе тĕл пулчĕ. Тепĕр ушкăна - Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Н.Зинетуллина, район администрациĕн ĕçĕсен управляющийĕ Л.Портнова ертсе пынине - Анат Чаткас ял тăрăхĕнче кĕтсе илчĕç. Ушкăн ялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта, пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕнче ĕçлĕ калаçу ирттерчĕ, ял çыннисемпе тĕл пулса калаçрĕ. Пуянкасси ял тăрăхĕнче вара Чăваш Республикинчи ветеринарипе фитосанитарин Федераллă службин управленийĕн ертỹçин çумĕ Н.Романов тата ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертỹçи В.Алексеев ертсе пыракан ушкăн Пуянкасси, Кахăрлă Шăхаль, Хайпăла ялĕсенчи тыл ветеранĕсемпе тĕл пулчĕç. Чăваш Республикин Патшалăхăн стандартизаци, метеорологипе тĕрĕслевсен регионти центрĕн директорĕ С.Абрамовпа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-социаллă аталану пайĕн ертỹçи В.Петьков "Коммунальник " ОАО, "ЖКХ" ООО тата "Жилкомсервис" ООО ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç, вĕсен нумай ыйтăвĕсем çине татăклă та уçăмлă хуравсем пачĕç. Тепĕр самант: информаци кунне ирттерме килнисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе тыл ветеранĕсене юбилей медалĕсемпе чысларĕç, çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика