21 марта 2015 г.
Иртсе кайнă эрне манăн пурнăçра сахал мар савăнăçпа асра юлчĕ. Çак кунсенче кăна Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Васильевич Игнатьева икĕ хутчен курни маншăн питĕ пысăк ырă пулăм пулчĕ. Пĕрремĕшĕнче - Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Шупашкарта журналистсемпе куçа-куçăн ирттернĕ пресс-конференцие хутшăнма тỹр килчĕ, иккĕмĕшĕнче - тепĕр куннех Республика Пуçлăхĕ Шăмăршăра пулса район тата администрацийĕн ĕçченĕсемпе, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе, тĕрлĕ организацисемпе учрежденисен ертỹçисемпе, активпа ирттернĕ ĕçлĕ канашлура пултăм. Михаил Игнатьев пирĕнпе çакăн пек тĕл пулусем ирттерни ман шутпа питĕ кирлĕ пулăм. Мĕншĕн тесен, журналистсем халăха хумхантаракан ыйтусене Республика Пуçлăхĕ патне çитерсе, хуравĕсемпе хаçат, радиопа телевидени урлă паллаштараççĕ. Сахал мар лайăх хыпар илтрĕм эпĕ çак конференцире. Чăваш Ен Пуçлăхĕ районсене тухса çỹрекен тĕл пулусем те халăхшăн савăнăçлă та усăллă пулăм тесе шутлатăп. Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 70 çул çитнĕ май юбилей медалĕсене республика ертỹçинчен илни вара тыл ветеранĕсемшĕн пысăк чыс. Çак тĕл пулура район çыннисем Республика Пуçлăхне тав туни, хăйĕн кандидатурине çитес суйлавра тăратма ыйтни, залра ларакан халăх Михаил Васильевича тăвăллăн алă çупса кĕтсе илсе ăсатса яни шăмăршăсем Чăваш Ен Пуçлăхне шаннине, малашне те пĕрле ĕçлеме хапăл тунине çирĕплетсе пани куç кĕретех. "Регион ертỹçин тĕллевĕ - суйлава уççăн, таса тата конкурентлă ирттерме майсем йĕркелесси", - терĕ Михаил Васильевич икĕ тĕл пулура та. Çак сăмахсене эпĕ питĕ шанатăп.
Т.ФЕДОТОВА.