21 марта 2015 г.
Ял тăрăхĕсен илемлĕ пултарулăх коллективĕсен районти фестивалĕ малалла пырать. Карапай Шăмăршăри Культура çурчĕ çумĕнчи художество коллективĕн концерчĕ хор илемлĕн шăрантарнă "Мы - армия страны" тата "Салам, çуралнă çĕр!" юрăсемпе пуçланчĕ (аккомпаниаторĕ Н.Медведева). А.Измайлова солистка "Путь", Н.Петькова "Бескозырка " , хĕрарăмсен ансамблĕсем "Бабье лето", "На побывку едет", "Тăван ял", "Шăпчăк шăппăн юр юрлатчĕ" юрăсемпе савăнтарчĕç. Валентинăпа Надежда Медведевасем тата Г.Тенишевапа Н.Петрова дуэтпа, Н.Петькова, Д.Ларионова, А.Аблогина триопа килĕшỹллĕ юрларĕç. 2 класра вĕренекенсен ушкăнĕ "Шли солдаты на войну", 3 класра пĕлỹ пухакансем "О маме" юрăсемпе килентерчĕç. Литература çулталăкĕ пулнă май, шкулта вĕренекенсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухса сăвăсем вулани те программăна хăйне евĕр илем кỹчĕ. А.Львовапа В.Карпов "Украинăри шкулта вĕренекенĕн" сочиненине пĕр-пĕринпе черетленсе вулани залра ларакансене питĕ хумхантарса ячĕ. М.Ильичева, К.Степанова, Т.Московская вуласа панă "Дети Ленинграда", "Он защищал Сталинград", "Блокада Ленинграда" сăвăсенчи йĕркесем те чун- чĕрене пăлхантарчĕç. Д.Макарова, Н.Кузьмин тата С.Шомполова Константин Иванов çырнă "Нарспи" поэмăри "Çимĕк каçĕ" сыпăкне витĕмлĕн вуланине палăртмалла. Ачасен ташă коллективĕ "Улыбка", "Урок", "Кадриль" ташăсене, хĕрсен ушкăнĕ чăваш ташшине питĕ килĕшỹллĕ ташларĕç. "Шăнкăрав" фольклор коллективĕ (илемлĕх ертỹçи Г.Петькова) ял çыннине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине ăсатнине ĕнентерỹллĕн кăтартрĕ. Фольклор ушкăнĕнче аккомпаниатор пулнисĕр пуçне, В.Столяровпа В.Иванов купăспа чăваш кĕввисене те ăста каларĕç. Программăна В.Медведева ăнăçлă ертсе пычĕ. Концерта вĕçлесе хĕрарăмсен ушкăнĕ вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене хитрен шăрантарчĕ.
Т.СЕРГУНОВА.