21 марта 2015 г.
Шăпчăк юрламасăр пурăнаймасть - çакăншăнах çут тĕнчене килнĕ. Пултаруллă çынсем Палтиел ял тăрăхĕнче те сахал мар - вĕсенчен тĕлĕнмелли çеç юлать. Çакна Палтиелĕнчи Культура çуртĕнче Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине, аслă поэтăмăр К.Иванов çуралăнранпа 125 çул çитнине халалланă уяв каçĕ те лайăх çирĕплетрĕ. "Ĕçлеме çеç мар - канма та пĕлмелле", - терĕç çак каç ял çыннисем. Уяв каçне вокал ансамблĕ "Березы русские" юрăпа уçрĕ, ăна хĕрарăмсен ушкăнĕ те хăйне евĕр илем кỹчĕ.Халăх умĕнче - ялти пултаруллă çынсем, юрă-кĕвĕ ăстисем. Н.Долгов, Д.Низметдинова, Л.Хамдеева, С.Невметова сцена çине тухсан куракансем чылайччен алă çупрĕç. Ытти номерсем те пурне те килĕшрĕç.
Т.ДОЛГОВА.