21 марта 2015 г.
Районти фестивале малалла тăсса, графикпа килĕшỹллĕн, Анат Чаткас ял тăрăхĕн илемлĕ пултарулăх коллективĕ çак кунсенче тăван ял-йыша концертпа савăнтарчĕ. Программа ялти тĕп шкулта вĕренекенсен хорĕ илемлĕн шăрантарнă юрăсемпе пуçланчĕ. Кун хыççăн хĕрачасен вокал ансамблĕ "Песня о Родине", "Мой брат - десантник", З.Серазетдинова "Прадедушка", Г.Тихонова "Аннесем кĕтеççĕ пуль пире", Л.Ухтияровапа Р.Матвеева дуэтпа "Ан манăр, ачасем" юрăсемпе килентерчĕç. Учительсен вокал ансамблĕ сцена çине "На побывку едет", арçынсен ушкăнĕ "Смуглянка" юрăсемпе тухрĕç. Ялти ача сачĕн воспитанникĕсем те хутшăнчĕç концерта. Пĕчĕккисем юрланине-ташланине кăмăллăн алă çупса йышăнчĕ тулли зал. Воспитательсем вара кулăшла сценка кăтартрĕç. Л.Ухтиярова "Палăк умĕнче" сăвва чуна хумхантарса вуларĕ. А.Лукиянова ертсе пыракан "Шурăмпуç" фольклор ушкăнĕ юрлани-ташлани те залра ларакансене питĕ килĕшрĕ. Концертпа ял-йыш кăмăллă юлчĕ.
Н.ПИМЕНОВА.