21 марта 2015 г.
Аттемĕрсем вăрçа тухса кайсассăн
Мĕнпур нуша тиенчĕ ялтисем çине.
Ах, вăрçă ачисем... Мĕн-ма сывлатăр ассăн?
Аса илмешкĕн йывăр иртнине.
(Иван САЛАНДАЕВ. "Вăрçă ачисем").
Манпа пĕр çулхи çынсем питех те сахаллăн тăрса юлчĕç. Арçынсен ĕмĕрĕ тата та кĕскерех пулчĕ. Мĕн калăн: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенчи хĕн-асап сывлăхăмăра нумай хавшатрĕ. Эпир, вăрçă ачисем, телейлĕ ачалăх мĕн икенне пĕлмесĕрех ир çитĕнтĕмĕр. Пирĕн шухăшăмăр та хăçан тăраниччен çăкăр çиесси çинче кăначчĕ. Нумай ача хăрушă выçлăха пула çĕре кĕчĕ. Аса илетĕп те çав йывăр çулсене, куçăм шывланать... Хирте. Ылтăн тĕс çапнă ыраш ани çинче пирĕн пĕрремĕш бригада тырă вырать. Халĕ те куç умĕнчех пек: Александра Егорова, Ольга Смирнова, Мария Семенова тата ытти хĕрарăмсемпе хĕрсем çавапа ыраш çулаççĕ. Ыраш хăмăлĕ - вăрăм, ăна çавапа кастарса тепĕр енне куçарса пыма çăмăл мар. Çапах та хастар колхозницăсем иртен пуçласа тĕттĕмччен ларса канмасăр ĕçлесе пĕрер гектар çулма ĕлкĕретчĕç. Вăхăтĕнче никам та мухтаман вĕсене. Каçарăр, тыл ĕçченĕсем, паян та пулин ăшă сăмахсене йышăнсамăр. Эсир Çĕнтерĕве çывхартнă, фронтри салтаксемпе офицерсене çăкăр çитернĕ. Эпир - ача-пăча - колхоз ĕçĕнче аннесемпе аппасене пулăшнă. Алăран сенĕк-кĕрепле кайман, çурла тытса тырă та вырнă. Куç умĕнчех - çавасене туптаса тăракан ялти хисеплĕ ватă çын Антип Иванович Куликов. Унăн мăлатукĕ ир пуçласа каçченех сунтала чанклаттарать, хăй шỹтлесе те илет. Çава авăрне те лартса парать. Энтип тете юрлама та юрататчĕ: "Вĕç-вĕç, куккук, вĕç, куккук, Вăрман хĕрне çитиччен. Вăрман хĕрне çитсессĕн, Чăрăш çине ларса кан..." Йĕтем çинче ултă лаша кỹлнĕ тырă çапакан барабан çаврăнать. Лашасене эпир - çиччĕри-саккăрти ачасем хăвалатпăр. Тулли ыраш кĕлтисене чупа-чупа барабан çумĕнчи сĕтел çине йăтса хуратпăр. Пĕри кĕлте çыххисене касать, тепри - салатать, барабан патне тĕртет. Барабан кĕрлет, тырра шĕкĕлчет, пĕрчĕсене улăмран уйăрать. Хăшĕсем барабан айĕнчи улăма пуçтараççĕ, тыррине тулалла туртаççĕ. Йĕтем çине çакнă çаврака ала пĕр чарăнми силлет, тырра арпаран тасатать. Çывăхрах сортировка ĕçлет. Ăна та çамрăк хĕрачасем çавăраççĕ. Тасатнă, çилпе кушăхнă тырра михĕсене тултараççĕ. Тулли михĕсене икĕ кустăрмаллă урапа çине тиетпĕр те кỹлĕнсе кĕлет патне турттарса каятпăр. Кĕлетсем патне çитме вара - пĕр çухрăма яхăн... Хĕрарăмсем ыраш кĕлтисене тăпачăпа çапса шĕкĕлчеççĕ, сăвăраççĕ, тасатаççĕ... Вăйпитти хĕрарăмсемпе хĕрсем вĕрлĕкрен тунă наççилккесемпе йăтса улăма урана хураççĕ, унтан купалаççĕ. Ĕçлекенсем пурте çăварĕсене сухăр хыпнă. Сухăр чăмлани çиес килнине лăплантарма пулăшатчĕ. Калаçнă чухне сухăра кăлараççĕ те, тутăрпа чĕркесе саппун кĕсйине чикеççĕ. Вăрçă хыççăн та сухăр чăмлас йăла нумайччен пычĕ-ха. Хальхи çамрăксем лавкка сухăрне чăмланине куратăп та, хамăрăн асаплă ачалăх асăма килет. Паян вĕсем иртĕхсе, модăран юлас марччĕ тесе чăмлаççĕ ĕнтĕ. Эпир вара, мăян çăкăрĕпе крахмал пашалăвĕ тата курăк яшки çисе ỹснисем, сухăра мĕншĕн чăмланине лайăх астăватпăр...
И.ПЕТРОВ,
ĕç ветеранĕ.
Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.