21 марта 2015 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнчен 104 çын тухса кайнă. Ял пушанса юлнă. Калама кăна вĕт: арçынсенчен ялта пурĕ те 13 çын çеç тăрса юлнă, вĕсем те - ватăсем. Мĕнпур йывăрлăх хĕрарăмсемпе ачасем çине тиеннĕ. Пурте Çĕнтерĕве шанса, ăна çывхартас тесе ырми-канми тăрăшса ĕçленĕ. Колхоз правленийĕ аслă конюх пулма Х.С.Кучукована (Миронована) çирĕплетнĕ. Унпа пĕрле лашасене А.А.Ефимова (Иванова), Е.А.Иванова (Герасимова) пăхнă. Сурăх витинче О.И.Тябукова, Х.А.Акимова, ĕне ферминче К.А.Хураськина, В.Л.Кудряшова, А.Н.Кудряшова, К.Д.Кудряшова тăрăшнă. Марьепе Элекса Ивановасем сыснасем пăхнă. Ку ĕçре каярахпа О.И.Захарова та вăй хунă. Ферма заведующийĕн тивĕçне Ф.В.Иванова пурнăçланă. Уй-хир бригадисене Т.Кучукова, С.Кудряшова тата А.Гурьянова ертсе пынă. Пахча-çимĕç çитĕнтернĕ çĕрте А.А.Кудряшова (Униççе аппа) тăрăшнă. Почтальон ĕçне 15 çулти А.Захарована шаннă. Фронтран килнĕ виç кĕтеслĕ çырусене, вĕсенчи ырă е хурлăхлă хыпара ял тăрăх валеçсе çỹреме пысăк чăтăмлăх кирлĕ пулнă. Вăрçă пуçланнă çул тыр-пул ăнса çитĕннĕ. Анчах август уйăхĕнче пĕр чарăнми çумăр çунă, вырма ĕçĕсене пысăк чăрмав кỹнĕ. Вырнă тыррăн пысăк пайĕ хиртех, çĕмелсенчи кĕлтесенче юлнă. Инкеке тенĕ пек, сентябрь пуçламăшĕнче юр çуса лартнă. Колхоз уйĕнчен те, килти пахчасенчен те çĕрулмине пысăк йывăрлăхпа пуçтарса кĕртнĕ. Хире юлнă тырă кĕлтисене вара хура кĕркунне çеç йĕтем çине турттарса молотилкăпа çапса тĕшĕленĕ. 1941 çулхи ноябрь пуçламăшĕнчен тытăнса 1942 çулхи март вĕçлениччен ял çыннисем Улатăр çывăхĕнче окоп чавнă çĕрте тăрăшнă. Хĕрарăмсенчен чылайăшĕ унтан йывăр чирлесе таврăннă. Эпĕ астăвасса, ял çумĕнчи ятсăр çырман сылтăм енче виçĕ окоп чавса хатĕрлерĕç. 13-16 çулти çамрăксене пăшалпа усă курма, аманнă çынна пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама вĕрентетчĕç. Çĕнĕ Шăмăршă çыннисем фронта сухари, çу, типĕтнĕ аш, махорка, çăмран çыхнă икĕ пỹрнеллĕ алсиш, çăм нуски, кăçатă, çĕлĕк, алшăлли, ăшă кĕпе, фуфайка хатĕрлесе-çĕлесе ăсатнă. Хĕрарăмсемпе ачасем хирти мĕнпур ĕçе пурнăçланă, никам та нăйкăшса ларман. Çак çулсенче тырпул акса çитĕнтерес, пухса кĕртес ĕçсенче К.И.Захарова, П.И.Кудряшова, Ф.М.Кудряшова, Е.М.Шамеева, Евгения Шамеева, А.Ф.Николаева, А.Н.Кудряшова, Л.Д.Кудряшова, Т.А.Акимова, В.П.Кудряшова, А.Ф.Шамеева, Е.А.Захарова уйрăмах палăрнă. 1943 çул тĕлне ялта пурнăç уйрăмах йывăрланса çитнĕ. "Новая деревня" колхозăн фронта 11 лаша ăсатма тивнĕ. Тырпулăн пысăк пайне фронт валли леçнĕ. Пĕтĕм продукцие лашасемпе Киря станцине ăсатнă. Колхоз правленийĕ çак ĕçе йĕркелесе пыма вăрçăран аманса килнĕ И.А.Кудряшова (Ильтюка) çирĕплетнĕ. Çынсене çеç мар, выльăх-чĕрлĕхе те йывăр тивнĕ. Вăйран кайнă лашасене йăтса тăратнă. Юр çуса çуна çулĕ ỹксен вăй питти çынсен виçĕ уйăх вăрманта йывăç хатĕрленĕ çĕрте ĕçлеме тивнĕ. Пĕр çыннăн куллен 4 куба метр йывăç касса хатĕрлемелле пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен 62 çын таврăнайман. Вăрçă паттăрĕсене асăнса 1965 çулта ялта палăк лартрĕç. Çĕнтерỹ хыççăн Совет правительстви пирĕн ялти 41 колхозника "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медальпе наградăланă. Вĕсем çаксем: Х.А.Акимова, И.С.Герасимов, М.Н.Гурьянов, П.И.Гурьянов, Ф.А.Давыдов, А.А.Ефимова, А.Ф.Захарова, Е.А.Захарова, К.И.Захарова, А.Д.Иванов, А.И.Иванова, Е.А.Иванова, Ф.В.Иванова, А.А.Кудряшов, А.К.Кудряшов, В.В.Кудряшов, И.М.Кудряшов, М.М.Кудряшов, Н.И.Кудряшов, Н.А.Кудряшов, А.Н.Кудряшова, А.В.Кудряшова, А.А. Кудряшова, Д.И.Кудряшова, К.Д.Кудряшова, П.И.Кудряшова, Н.К.Кучуков, Т.Н.Кучукова, А.Ф.Николаева, Н.Д.Поляков, А.У.Ракипов, П.П.Романов, Е.А.Степанова, Ф.О.Стефинов, О.И.Тябукова, И.Х.Хабибуллин, Н.С.Хураськин, Е.М.Шамеева, Е.А.Шамеева, М.К.Шамеева, М.Р.Шамеева. М.И. Гурьяновапа А.А.Давыдова Шăмăршăри апат-çимĕç комбинатĕнче хастар ĕçленĕшĕн медаль илме тивĕçнĕ.
М.Захаров,
ĕç ветеранĕ, районти таврапĕлỹçĕсен пĕрлĕхĕн ертỹçи.