21 марта 2015 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе кĕçех 70 çул çитет. Республика ăна сумлă палăртма хатĕрленет. Ку аван. Анчах... Чунăма чылайранпа канăçсăрлантаракан пулăм çинчен каласа парасшăн. Эпĕ, Виçпỹрт Шăмăршăра пурăнакан ĕç ветеранĕ Владимир Туктаклович Мулендеев, аттепе çыхăннă пĕр ыйтура уçăмлăх тупасшăн. Шкулта вĕренекен мăнуксем уроксем хыççăн киле таврăнсассăн класра вăрçăн пĕр-пĕр ветеранĕпе тĕлпулу ирттерни, вĕрентекен ачасене тăванĕсенчен кам-кам фронтра çапăçнине ыйтса пĕлме сĕнни çинчен каласа кăтартаççĕ. Эпĕ вĕсене хамăн вăрçă хыççăн вилнĕ атте пирки нимех те пĕлтерейместĕп. Ун чухне эпĕ 15 çула кăна пуснă. Эпир, ача-пăча, малтан ун çинчен ыйтса пĕлме те тăрăшман. Аттен медалĕсене кĕпе çине çакса, награда хучĕсене кĕсьене чиксе çỹреттĕмĕр. Вылянă чухне чылайăшне çухатнă та. Хаклама пĕлмен çав. Халĕ пулсан... Мăнуксем шав ыйтнипе аттен вăрçă вăхăтĕнчи çулĕсем çинчен лайăхрах пĕлес тĕллевпе эпĕ виçĕ çул каялла Патрьелĕнчи çар комиссариатне çитрĕм. Вĕсем пулăшнипе РФ Оборона министерствин Подольскри архивне хут ятăмăр. Унтан "Çар чаçĕн номерне уçăмлă кăтартманнипе эпир сире, шел те, нимĕнпе те пулăшаймастпăр" текен хурав килчĕ. Каярахпа хутсен хушшинче аттен "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медалĕн (№ 2441324) удостоверенийĕ тупăнсан вăл уçăмлă хурав шырама пулăшмĕ-ши тесе каллех Патăрьелĕнчи çар комиссариатне çул тытрăм. Хальхинче кунта мана: "Хăв шыра, Подольск хулине кайса кил", _ терĕç. Вăл таран çỹреме пенси укçи çитмест манăн. Шупашкара килсен хама канăç паман ыйтупах республикăри çар комиссариатне кĕтĕм. Унта мана ăшшăн йышăнчĕç, анчах та: "Сирĕн медаль хучĕпе Подольска каймах тивет", - тесе ăсатрĕç. Çакăн пек терт хыççăн пуçра ирĕксĕрех тĕрлĕ шухăш çуралать: "Çĕнтерĕве туптанă çынсене халех манса кайсассăн пире пурнăçра мĕнле малашлăх кĕтĕ?" Мăнуксене мĕн каласа ăнлантармалла-ши? Ыйту çине ыйту! Аслă ăрурисен паттăрлăхне вилĕмсĕрлĕхре хăварас тесен, манăн шухăшăмпа, тỹрешаран чĕре чурăслăхĕнчен хăтăлмалла пек. Çапла мар-и-ха?
В.МУЛЕНДЕЕВ,
ĕç ветеранĕ.
Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.