25 марта 2015 г.
Илемлĕ сăн-питлĕ, яштака пỹ-силлĕ çак çамрăк хĕрарăм сцена çине юрлама тухсанах залра ларакансем алă çупма пуçлаççĕ. Хитре тембрлă уçă сассипе эстрада е лирикăллă юрă шăрантарма пуçласан вара пĕтĕм чун-чĕрене ырă та ачаш туйăмсем çупăрлама пуçлаççĕ. Солистка хăйне сцена çинче яланах сăпайлă тытать, юрă шухăшне тарăннăн уçса пама, ăна итлекен патне çитерме тăрăшать. Юрă вĕçленсен залра ларакансем кашнийĕнчех хыттăн алă çупаççĕ. Сăмах кунта районти централизациленĕ клубсен системин организаципе методика центрĕн заведующийĕ А.Петрова пирки пырать. Унăн культура сферинчи ĕç биографийĕ 2002 çулта, Чăваш патшалăх университечĕн культурологи уйрăмне пĕтернĕ хыççăн, пуçланнă. Çак çул Алина Геннадьевна районти Культура керменĕнче методист должноçне йышăннă. 2011 çулта вара пултаруллă культура ĕçченне районти организаципе методика центрĕн ертỹçи пулма çирĕплетнĕ. Çак ĕç, тỹрех каламалла, пысăк яваплăхпа çыхăннă. Центрти методистсемпе, Культура керменĕнчи ытти специалистсемпе пĕрле Алина Геннадьевна районта тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсем йĕркелет. Пĕрлех концерт, тематика каçĕсен программисене те килĕшỹллĕ ертсе пырать. Центр ĕçченĕсем ялсенчи культура учрежденийĕсен ертỹçисене те тĕрлĕ мероприяти йĕркелес тĕлĕшпе сисĕмлĕ пулăшу параççĕ. Смотр-отчетсем, фестивальсем пынă тапхăрта вара Культура керменĕнчи ытти ĕçченсемпе пĕрле вырăна тухса мероприяти пахалăхне тĕрĕслеççĕ, чи ăнăçлă номерсене районта, республикăра кăтартма суйласа илеççĕ. Методистсем художество пултарулăх коллективĕсенче пысăк активлăхпа палăракансене те асăрхасах тăраççĕ, вĕсене тĕрлĕ майпа хавхалантарма тăрăшаççĕ. Илемлĕ пултарулăха малалла аталантарассинче, тĕрлĕ наци халăхĕсен йăли-йĕркине упрассинче центрăн тỹпи пысăк. А.Петрова хăйĕн тивĕçне çулран-çул тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Алина Геннадьевна пирки культурăна чунтан парăннă çын теме пулать. Халăх театрĕн- че тĕп рольсене чăн-чăн артистка евĕрлех калăплать. Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă театр коллективĕсен республикăри конкурсĕнче "Чи ăнăçлă хĕрарăм ролĕ" номинацире вăл çĕнтерỹçĕ пулнăччĕ. "Ку роле Алина Петрова профессилле актриса евĕрлех вылярĕ", - терĕ ун чухне республикăри жюри членĕ. Алина Геннадьевна тĕрлĕ çулсенче "Культура сферинчи чи лайăх специалист", "Çулталăкри чи лайăх специалист", "Чи лайăх культура ĕçченĕ" хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Район администрацийĕ ăна Хисеп грамотипе чысланă. Алина Геннадьевнăна, вăл ертсе пыракан центр ĕçченĕсене малашне те творчество хавхаланăвĕпе, професси ăсталăхĕпе ĕçлеме ăнăçу сунатпăр.
И.МЕДВЕДЕВ.