Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çураки умĕн

25 марта 2015 г.

Çураки умĕн

Çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленсе ăна ăнăçлă ирттерсе ярасси кашни çĕр ĕçченнех хумхантарать. Яваплă тапхăр умĕн пĕрле пухăнса канашлани, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çураки умĕнхи семинар кăçал Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн территорийĕнче иртрĕ. Семинара хутшăннисем Асанкассинчи С.Даниловăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулса курчĕç, кунта çуракине мĕнлерех хатĕрленнипе паллашрĕç. Кăçал фермер çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене 120 гектар, пĕр çул ỹсекен курăксене 20 гектар акса, "иккĕмĕш çăкăра" 10 гектар лартса хăварасшăн. Техника ĕççине пĕтĕмпех хатĕр темелле. Хуçалăхра çунтармалли-сĕрмелли материалсене, минерал удобренисене çителĕклĕ таран кỹрсе килнĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнчи А.Сатеевăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ те çуракине çине тăрсах хатĕрленет. Александр Иванович ку тĕлĕшпе халĕччен мĕскер туса иттернипе, малашлăх тĕллевĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Хуçалăхри ĕçсен калăпăшĕ пĕчĕкех мар. Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсен лаптăкĕ кăна 400 гектартан кая мар пулмалла. Пахчаçимĕçсене ỹстерме 10 гектар уйăрма палăртнă. Кукурузăна 90 гектар, пĕр çул ỹсекен курăксене 100 гектар акас тĕллевлĕ фермер. Çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленес ĕçсем пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Угарин каласа пачĕ. Хальхи вăхăтра техника, кăкарса ĕçлемелли ял хуçалăх машинисем енĕпе лару-тăру çăмăлах мар - çĕннине вăр-варах туянаймăн. Апла пулсан, мĕн пуррин ĕмĕрне май килнĕ таран малалла тăсмалла. Тен, икĕ япаларан пĕрре ăсталама та тивĕ - унсăрăн май çук. Çакнашкал лару-тăру пур çĕрте те тенĕ пекех мар - çавах йывăрлăхсем пĕчĕк хуçалăхсенче сисĕнеççĕ. Семинар ĕçне пĕтĕмлетсе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев çуракине ăнăçлă ирттерсе ярса кĕркунне пысăк тухăç илме сунчĕ. - Хамăр çине тăрса, çанă тавăрса ĕçлесен çеç тырăллă пулăпăр, сĕтел çинчен çăкăр татăлмĕ, - палăртрĕ Валерий Петрович. Пĕрлехи канашлура ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем хăйсемшĕн усăллине сахал мар ăша хыврĕç.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика