Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул пурри лайăх, анчах ăна упрамалла

25 марта 2015 г.

Çул пурри лайăх, анчах ăна упрамалла

Шăмăршă районĕнче усă куракан автомобиль çулĕсем 252,370 километр таран тăсăлаççĕ. Çак шутран республика тытăмĕнчисем - 23,270 километр, вырăнти пĕлтерĕшлисем - 229,100 километр. Çỹлтен пăхсан, эрешмен карти теме те пулать. Çакăнпа Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ В.Филиппов та килĕшет. Хальхинче калаçу хамăр район пирки пычĕ. - Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн Шăмăршă - Суйкăн - Алтышево çула юсас ĕçе малалла тăсас тĕлĕшпе республика бюджетĕнчен 25760,805 пин тенкĕ укçа куçарнă, - терĕ министр. - Çак тĕллевпех 2011-2014 çулсенче пĕр çухрăм çурă çула юсама 14705,741 пин тенкĕ панăччĕ. - Владимир Иванович, çак укçапа йăлтах тĕллевлĕн усă курнă-и? - Пĕр тенкĕ те çилпе вĕçмен. Лайăх çулсем пурне те кирлĕ вĕт: çитес çĕре çăмăллăнах çитеретпĕр, тĕрлĕ грузсем турттарма та чăрмавсем çук. - Çул-йĕр сарас, юсас ĕçсем кăçал та чарăнса лармаççех ĕнтĕ. - Унсăрăн май килмест. Кăçал кăна ялсем хушшинчи вырăнти çулсем тума 5437,982 пин тенкĕ уйăрма палăртнă, вăл шутран Чăваш Республикин Çул-йĕр фондĕнчен - 5166,083 пин тенкĕ. Çак укçапа Пăчăрлă Пашьелĕнче, Палтиелте, Вырăс Чукалĕнче тата Виçпỹрт Шăмăршăра çĕнĕ çулсем тумалла. Çавăн пекех, вырăнти пĕлтерĕшлĕ муниципал шайĕнчи çулсене юсама тата тытса тăма 8906,7 пин тенкĕ уйăрма палăртса хăварнă, ял тăрăхĕсен чиккисем хушшинчи автомобиль çулĕсене тĕпрен юсама, тытса тăма - 1020,1 пин тенкĕ. Аса илтеретĕп: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн пуçарăвĕпе 2015 çултан пуçласа ял тăрăхĕсенче пурте усă курмалли вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене ятарлă стандартпа сарма тĕллев лартнă. Кунта çулсене вак чулпа сарассине, вĕсем тăрăх талăкра 400 транспорт единици иртме пултарнине шута илнĕ. - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура çакăн пек калани пур: "Республика бюджетĕнчен нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене юсама нумай çул укçа-тенкĕ уйăрман". - Тĕрĕс те пулĕ. Кăçал çак тĕллевпе Чăваш Республикин Çул-йĕр фондĕнчен 862,5 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Çак укçа 941 тăваткал метрта ĕçсем туса ирттерме çитмелле. Хальхи вăхăтра çул-йĕрпе усă курас, эксплуатацилес енĕпе ĕçлекен организацисем çурхи шыв-шур тапхăрне ăнăçлă ирттерсе ярас тĕлĕшпе тимлеççĕ. Ятарлă плана малтанах çирĕплетнĕ. Тепĕр самант çинче чарăнса тăрас килет. Çул-йĕр сарасси пĕрре те ансат мар. Пирĕн вара пур пеккисене упрама пĕлмелле, уйрăмах çурхи шыв-шур тапхăрĕнче. Çакна шута илсе апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен Чăваш Республикинчи пурте усă куракан регион тата муниципаллă пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче транспорт хатĕрĕсен юхăмне чакарма йышăннă.

Хамăр корр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика