Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутçанталăкпа - рифмăпа

25 марта 2015 г.

Çутçанталăкпа - рифмăпа

Пĕтĕм тĕнчери "Парксен маршĕ" акцие тата Литература çулталăкне халалласа "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче "Çутçанталăкпа - рифмăпа" конкурс пулса иртрĕ. "Юмах" ача садĕнче хальхинче çутçанталăк темипе çыхăннă сăвăсене ăста вулас тĕлĕшпе тупăшрĕç, унта шкул çулне çитмен ултă ача-пăча учрежденийĕ хутшăнчĕ. Тупăшура, паллах, çĕнтерỹçĕсем палăраççĕ. Пĕрремĕш степеньлĕ Диплома "Ромашкăри" Елена Александрова (6 çулта) тата Виктория Попова (6 çулта) тивĕçрĕç. "Юмахри" Анастасия Ларшникова (5 çулта), Аделина Залалтдинова (6 çулта), "Аленушкăри" Виктория Краснова (6 çулта), "Ромашкăри" Валерия Убасева (5 çулта) пултарулăхне иккĕмĕш степеньлĕ Дипломсемпе палăртрĕç. Виççĕмĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнисем виççĕн: "Ромашкăри" Мария Ефимова (6 çулта), Александра Кривушова (3 çулта) тата "Юмахри" Илья Добрынин (4 çулта).

С.ЛАРИОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика