25 марта 2015 г.
Мартăн 16-мĕшĕнче Раççейре, çавăн пекех Чăваш Енре те, "Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер" профилактика акцийĕ пуçланчĕ. Вăл мартăн 27-мĕшĕччен тăсăлĕ. Иккĕмĕш тапхăр вара кĕркунне пулĕ. Асăннă акци Чăваш Енре саккăрмĕш çул иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ - наркопритонсене тупса палăртасси, наркотик хутăшĕллĕ япаласен закона хирĕçле çаврăнăшне чарса лартасси кăна мар, çак çивĕч ыйтăва татса панă чухне халăха явăçтарасси те. Акци вăхăтĕнче наркотика ăçта сутнине çеç мар, наркотикпа айкашакансене сиплемелли, реабилитацилемелли пирки специалистсенчен консультаци илме те пулать, çынсен наркотика хирĕç кĕрешес ĕçре хăйсен сĕнĕвĕсене те пама юрать. Наркăмăшпа çыхăннă кирек мĕнле хыпара та шанчăк телефонĕпе 8 (8352) 23-01-00 е электрон почтăпа taxpol@cap.ru талăкĕпех пĕлтерме пулать. Шăнкăравлаканăн ят-хушаматне асăнмасан та юрать.