25 марта 2015 г.
Мартăн 23-мĕшĕнче районти культура ĕçченĕсем пĕлтĕрхи - Культура çулталăкĕнчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи - Литература çулĕнчи тĕллевсене палăртрĕç. Культура керменĕнче иртнĕ канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков та хутшăнчĕ. Малтанах, районти централизациленĕ клубсен системин организаципе методика центрĕн заведующийĕ А.Петрова клуб учрежденийĕсенче туса ирттернĕ ĕçсем çинчен каласа пачĕ. (2014 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче "Шăмăршă хыпарĕнче" пичетленнĕ интервьюра "Культура çулĕнчен - Литература çулталăкне" культура ĕçченĕсен çулталăкри ĕç-хĕлне анлă çутатнăччĕ). Районти 16 клуб учрежденийĕнчен 6-шне модернизациленĕ. Вĕсенчен 2-шĕ - Пăчăрлă Пашьелĕнчи тата Кивĕ Чукалти культура учрежденийĕсем 2014 çулта çĕнĕ йĕркепе ĕçлеме пуçланă. Вĕсене сцена чаршавĕсемпе, костюмсен комплекчĕсемпе, музыкăпа çутă аппаратурипе, компьютерпа, баянпа, купăспа тивĕçтернĕ. Анат Чаткасри культура учрежденийĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттерни те - ырă пулăм. Культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетессинче, юсав ĕçĕсене ирттерессинче район администрацийĕ пысăк пулăшу парать. Кăçалхи Литература çулталăкĕ те районта ăнăçлă пуçланнине, ку ĕç планпа килĕшỹллĕн пынине палăртрĕ А.Петрова. Мероприятисене клуб учрежденийĕсен тата библиотекăсен ертỹçисем пĕрлехи вăйпа йĕркелесе пынине те асăнчĕ. Централизациленĕ библиотекăсен системин методисчĕ И.Морозова районти библиотекарьсем пĕлтĕрхи Культура çулталăкĕнчи тĕрлĕ мероприятисене ирттерме активлă хутшăнни çинчен каласа пачĕ. Пытарма кирлĕ мар: юлашки çулсенче çамрăксем хушшинче кĕнеке вулакансен шучĕ чакса пырать. Кунта, паллах, компьютер технологийĕсен витĕмĕ те пур. Çапах та районти библиотекарьсем вулакансен шучĕ ан чактăр тесе ĕçре тĕрлĕ майсем шыраççĕ. Юлашки çулсенче кĕнекесемпе хаçат-журнал хакĕсем ỹссех пыраççĕ. Вĕсене туянассинче, çырăнса парассинче ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пулăшăвĕ ытларах кирлине палăртрĕ И.Морозова. Республикăри конкурсра çĕнтерсе Пуянкассинчи ял библиотекин ертỹçи, Чăваш Республикин Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Федотова "Республикăри чи лайăх библиотекарь" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Канашлăва малалла тăсса, Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ Ю.Цыганова, район архивĕн тĕп специалист-эксперчĕ Л.Головинская хăйсем ертсе пыракан учрежденисен пĕлтĕрхи ĕç-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕç. Районти централизациленĕ клубсен системин методисчĕ Т.Давыдова ялти туризма малалла аталантарас тĕлĕшпе "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн ĕçченĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленине асăнчĕ. Пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх палăрнă май, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков Кивĕ Чукалти, Чукалти клуб учрежденийĕсен ертỹçисене Н.Иванова, М.Угаринана тата Палтиелĕнчи, Чукалти библиотекăсен библиотекарĕсене М.Гайнуллована, В.Смолькована район администрацийĕн Грамотипе наградăларĕ. Канашлу ĕçне вĕçлесе, В.Петьков пĕлтĕр районти культура ĕçченĕсем тăрăшса ĕçленине, район çыннисем валли интереслĕ мероприятисем нумай ирттернине, республикăри тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсене те хастар хутшăннине каларĕ. Кăçалхи К.В.Иванов çулталăкне те районти культура ĕçченĕсем ăнăçлă пуçланине палăртнă май, Владимир Александрович пурне те Раççейри культура ĕçченĕсен уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăхпа тулли телей, ĕçре ăнăçу сунчĕ.
И.АНАНЬЕВ.