Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнччăр, ĕрчеччĕр…

25 марта 2015 г.

Пурăнччăр, ĕрчеччĕр…

Хир мулкачне шута илнĕ. Раççейĕн вăтам пайĕн регионĕсенче вăл çулталăкра 3 хутчен февраль-март, апрель- май тата июнь уйăхĕсенче - "чупать", 45-48 талăк пĕтĕ çỹрет. Çĕнĕ çултан пĕрремĕш хут апрель-май пуçламăшĕнче, иккĕмĕшĕнче май вĕçĕнче- июньте, виççĕмĕшĕнче август уйăхĕнче çăвăрлать. Çăмăллансанах е хăш-пĕр чухне çăвăрличченех тепре "чупать". 1-9 çура çитĕнтерет. Çуркунне пуçламăшĕнче çут тĕнчене 1-2-ĕн çеç килеççĕ. 3-4 çулти амасем çамрăкраххисемпе 6-7 çултисенчен ытларах çăвăрлаççĕ. Хỹтлĕхре çĕр чавса шăтăк тăваççĕ, унта йăва çавăраççĕ. Çăвăрласанах çурисем 80-150-шар г таяççĕ, кураççĕ. "Амăшĕ" талăкра - 1, тепĕр чухне 1-4 кунра пĕрре çеç ĕмĕртет. 5 талăкранах йăвара çаврăнкалама тытăнаççĕ. 2 эрнерен 300-400-шар г таяççĕ, 3-4 эрнерен йăваран тухаççĕ, тăрăшсах курăк çиеççĕ. Хăш-пĕр ама ют çурасене ĕмĕртет. Ĕрченĕ ăстрăмра пакша 1-2 хут çăвăрлать. Ами пĕтĕленме хатĕрленсе 3-6 аçана илĕртет. Лешсем пĕр-пĕринпе хирĕçеççĕ, сас кăларсах мăртăхаççĕ. Ами пĕрремĕш çурисене çитĕнтерсен пĕр хушă канса илет. Тулăх апатланса мăнтăрланать. Вара тин иккĕмĕш хут пĕтĕленет. Пĕрремĕш хут çăвăрланăранпа 13 эрне иртсен иккĕмĕш çурасем кун çути кураççĕ. Октябрь-ноябрь уйăхĕсенче пакша кĕтĕвĕн иккĕ виççĕмĕш пайĕ е 75-80 . пĕрремĕш çулхи çурасенчен тăрать. Тилĕ те кашкăр пекех çулталăкра пĕр хут çеç çăвăрлать. вăл çуллен пĕтĕленесси апат çителĕклĕ пулнинчен нумай килет. Выçлăх çулсенче тилĕсенчен 60 проц. таран ĕрчеймест. Йăва вырăнне хĕллех суйласа илет. Ăна çич ют йышăнасран хытă сыхлать. Харăсах 2-3 аçана ертет. Вĕсем уншăн вăрçăнаççĕ. Чи вăйли амапа мăшăрланать. 49-58 талăкран, апрель вĕçĕнче - май пуçламăшĕнче, выçлăх çул тĕттĕм кĕрен çăмлă 4-6 е тутă çул 12-13 çура çут тĕнчене килет. Кашнин хỹри вĕçĕ шурă. Икĕ эрнерен курма, илтме пуçлаççĕ, шăлĕ шăтать. Çĕр "пỹрт" çывăхĕнчен кашкăр е этем иртнине сиссен çурисене урăх шăтăка куçараççĕ. Уйăх çурă сĕт кăна çиеççĕ. Майĕпен аш çиме тытăнаççĕ, 6 уйăхран йăваран тухаççĕ, сунара каяççĕ. Кĕркунне хăйсем тĕллĕн пурăнма пуçлаççĕ. Çамрăк аçа "ашшĕ-амăшĕн" йăвинчен - 20-40, çăвăр ама 10-15 е тепĕр чухне 30 çухрăмра тĕпленет. Иккĕ тултарсан пĕтĕленме хатĕрленет. Çăвăрлама хир мулкачĕ ял çывăхĕнчи чăтлăха, тилĕ - çын çỹремен çырма-çатрана, пакша çывăхри вăрмана суйласа илет.

Ю.СТЕПАНОВ,

"Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн патшалăхăн аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика