Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан турт-ха, кукаçей…

25 марта 2015 г.

Ан турт-ха, кукаçей…

Тапак туртнин сиенĕ пирки чăвашсен паллă сăвăçĕ Н.Шупуççынни революцичченех "Чĕлĕм" сăввинче каланă, çакă мĕн патне илсе пыни пирки асăрхаттарнă. Тахçан шкул программинче пулнă произведение пирĕн ăрури çынсем кашниех вуланă, анчах ăша хывман пулас. Вăл вăхăтра арçынсем (хĕрарăмсем те пулнă) "ампархыçтрест" мăкăрлантарнă: камăн тапакĕ хаяртарах е йăвашрах - пăхса тăман. Анчах никотин организма пĕр пекех витĕм кỹнĕ - самаях сиенленĕ. Халĕ пур çĕрте те пирус-сигарет сутаççĕ. Çынсем ытларах фильтрлă сигаретсене туянма тăрăшаççĕ - сиенĕ сахалрах имĕш: нумай йышши сиенлĕ хутăшсене шăпах фильтр тытса юлать. Çук, ку - пысăк йăнăшу, хăвна ху улталани. Никотин, ниме пăхмасăр, организма сăрхăнса кĕрет, пурнăçшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ органсене калама çук пысăк сиен кỹрет, ĕмĕре самаях кĕскетет. Ахальтен каламан ĕнтĕ: пĕр тумлам никотин лашана та вĕлерет. Эппин, çакăн пирки шухăшласа пăхмалăх пурах. Тапак туртни вуншар чире пуçарса ярать. Туртакансене вĕсенчен сыватма пĕрре те çăмăл мар - тĕрлĕ эмелсем илсе хăйсем те тăкак кураççĕ. Апла пулсан, мĕншĕн туртмалла-ха? Сивĕнмелле çак йăларан. Хăвăр тĕллĕн пăрахаймастăр пулсан - тухтăрсенчен пулăшу ыйтăр. Ху çеç туртни - хăвăн сывлăхна сиен кỹни. Туртакан çын ыттисене те сиенлет-çке. Тапак тĕтĕмĕ ачасемшĕн уйрăмах хăрушă. ...Пĕр ỹкерчĕк куртăм. Мăнукне çавăтса пыракан ватă çын сигарет мăкăрлантарать. - Ан турт-ха, кукаçей, - тет ача. - Тапак тĕтĕмĕсĕрех сывлăш епле уçă. Темĕн, ăса хывĕ-ши мăнукĕ каланине кукашшĕ. Тем пекехчĕ те...

А.МОЛОСТВОВ,

врач-нарколог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика